Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв" сывлăхлă Чăваш Еншĕн

27 мая 2008 г.

"Единая Россия" Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн информаци центрĕнче партин "Таса шыв" проектне тĕпе хурса канашлу иртнĕ. Чăваш Енрен унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи "Единая Россия" фракци членĕ Владимир Тимофеев хутшăннă. _ Канашлăва "Единая Россия" партин Аслă Канашĕн Председателĕ, Патшалăх Думин Председателĕ Борис Грызлов ирттерчĕ, _ каласа панă Владимир Владимирович хăй Шупашкара таврăнсан. _ Палăртнă проект пĕлтерĕшĕ çынсен ĕмĕрне вăрăмлатассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра вăтамран 60 çул ытла анчах пурăнаççĕ, 2020 çул тĕлне 75 çултан кая мар пулмалла. Çапла майпа пахалăхлă шывпа усă курнинчен парти пысăк тĕллеве _ çĕршывра пурăнакан граждансен пурнăçне вăрăмлатас ĕçе хутшăнать. "Таса шыв" проекта пурнăçа кĕртесси тĕрлĕ енлĕ пулса иртмелле. Вăл _ экологи те, шыв пăрăхĕсен пахалăхĕ те, нумай хваттерлĕ çуртсене пĕтĕмĕшле фильтрсемпе тивĕçтересси те, шыв тухакан çĕнĕ вырăнсене, пахалăхсăр шыва улталаса сутнисене тупса палăртасси те. Малашне шывпа усă курассинче шыв пахалăхне кирлĕ шая çитерме май паракан çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме те шутлаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн умĕнчи паянхи çивĕч ыйту _ Чăваш Енре ĕçекен шыв пахалăхне анлăн тĕпчесе пĕлесси. Асăннă тĕпчевсем мĕнле пулса иртнине "Единая Россия" партин регионри уйрăмĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ. "Таса шыв" патшалăх программипе килĕшỹллĕн "Антихлор" çумпрограмма та палăртнă. Шыва тасатассинче унччен усă курнă, сывлăхшăн сиенлĕ мелсенчен хăтăлмалла. _ Пирĕн хамăрăн "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программа пур. Ăна виçĕ çулта, 2008 çул вĕçленнĕ тĕле ĕçе кĕртмелле. Çавăнпа та эпир хăюллăнах çапла калама пултаратпăр, нумаях пулмасть ĕçе кĕме тытăннă партин "Таса шыв" проекчĕ _ çĕнĕ, вăл республика программине çỹлерех шайра ĕçе кĕртме май парĕ, _ тет В.Тимофеев. Сăмах май, партин Аслă Канашĕн Председателĕ Борис Грызлов Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин патне партин "Таса шыв" проектне патшалăх программин статусне кĕртес ыйтупа тухнă. 2008 çул вĕçлениччен ĕçлесе хатĕрлеме палăртнă çĕнĕ программа приоритетлă пулса тăма тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика