Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай сĕт сăваççĕ

27 мая 2008 г.

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативри ĕне сăвакансем хăйсен ĕç вырăнĕсенче хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тимлеççĕ. Çавна май ĕç кăтартăвĕсем те пысăк. Хальхи вăхăтра ĕне фермин коллективĕ куллен кашни ĕнерен 22,6 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 0,7 килограмм ытларах сĕт сăвать. Çакă районĕпе чи пысăк кăтарту шутланать. Ферма заведующийĕ, тĕп зоотехник Петр Купташкин шухăшĕпе, сăвакан ĕнесенчен кирлĕ шайри продукци илесси ăратлăхран, апатран нумай килет. Кăçалхи 5 уйăхра хуçалăхри ĕне выльăхсенчен пурĕ 135 пăру илнĕ, вĕсене лайăх сыхласа хăварнă. Çу уйăхĕнче анчах сывă, тĕреклĕ çитĕнекен 36 пăрăва тепĕр ушкăна куçарнă. Петр Купташкин пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Марина Лисицынăпа Юлия Измайлова ячĕсене ырăпа аса илет. Сăвакан ĕнесене ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех симĕс конвейерпа усă курса тăрантарма тытăннă. Çав вăхăтрах вĕсене пахалăхлă сенажпа, утăпа, минераллă апатсемпе çителĕклĕ таран тăрантарни сăвăма тата та ỹстерме пулăшнă. Пысăк кăтартăва çывхартакансем _ Роза Сундулова, Надежда Дягилева, Ирина Кукурузова, Любовь Курчина, Елена Германова, Ольга Осипова дояркăсемпе Борис Миронов, Вениамин Докторов тата Николай Афанасьев кĕтỹçĕсем. Çитес кунсенчех сăвакан ĕнесен кĕтĕвне çуллахи лагере кăларма палăртнă. Çакăн валли хуçалăхра, яланхиллех, тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тунă ỹсĕмсемпе, халиччен мĕн тунипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Дояркăсен ĕçне çăмăллăх кỹрес тĕллевпе кунта хальхи вăхăтра ĕнесене çуллахи вăхăтра сумалли ятарлă площадка тăвас ĕçе пикеннĕ. Ăна витери сĕт пăрăхĕпе çыхăнтараçç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика