Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олег ТАБАКОВ: "Театр _ манăн пурнăç тытăмĕ"

24 мая 2008 г.

Наци театрĕсен "Ылтăн маска" премине Раççейри Театр ĕçченĕсен союзĕ 1994 çулта çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа кашни çуркунне çĕршыври театрсен чи лайăх спектаклĕсен "Ылтăн маска" фестивалĕ иртет. Çак ĕçе асăннă союзсăр пуçне федерацин Культура тата кинематографи енĕпе ĕçлекен агентстви хутшăнать. Унăн тĕп спонсорĕ _ Раççей Перекет банкĕ. Фестиваль çавăн пекех ытти проектпа та ĕçлет. Вĕсенчен пĕри _ "Раççейри чи лайăх спектакльсем" регионти фестивальсем. Шăпах асăннă фестиваль кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет те Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче. Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшнипе иртнĕ çул Шупашкар çыннисем СССР халăх артисчĕ Олег Табаков ертсе пыракан Театр студин, Мускаври Александр Пушкин ячĕллĕ, Иркутскри академи драма театрĕн ĕçĕсемпе паллашнăччĕ. Кăçалхи фестивале те (вăл çу уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче иртет) "Табакерка" уçни Шупашкарсемшĕн пысăк телей. Икĕ ĕçпе килнĕ вăл: "Последние" (М.Горький) тата "Женитьба Белугина" (А.Островский, Н.Соловьев) спектакльсемпе. Фестиваль уçăлас умĕн СССР тата РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Олег Табаков журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Унта ЧР культура министрĕ Р.Лизакова, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçи В.Александров, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертỹçи, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, СССР халăх артисчĕ В.Яковлев хутшăнчĕç. Олег Павловичпа тĕплĕнрех паллаштарни вулаканшăн кăсăклă пулĕ. Вăл 73 çулта, Саратовра врачсен çемйинче çуралнă. 150 ытла фильмра ỹкерĕннĕ. Театрта вылянă роль питĕ йышлă. "Современник" театра йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри тата Мускаври театр-студи йĕркелỹçипе пултарулăх ертỹçи. Халăх юратакан артист "Ылтăн маска" Шупашкарти пысăках мар пулсан та çавра _ пиллĕкмĕш _ фестивальне хутшăнма май килнишĕн хĕпĕртенине палăртнипе пуçларĕ пресс-конференцие. Журналистсене тем те кăсăклантарчĕ: унăн пурнăçĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те. Артистăн вăрттăнлăх çук: вăл иккĕ авланнă, тăватă ача тата пилĕк мăнук. _ Олег Павлович, эсир иртнĕ çул Мускаври пултаруллă ачасем валли шкул уçасси пирки каланăччĕ. Чăваш Ен ачисем лекме пултарĕç-и унта? _ Мĕншĕн çук? Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе 9-11-классенче вĕренекенсем валли интернат шкул уçасси пирки калаçу пырать. Ăна çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче хута ярас шанăç пур. Пултаруллă ачасене суйласа илес турсене регионсенче _ Чулхулара е Саратовра, Смоленскра е ытти хулара _ татса парăпăр. _ Эсир Шупашкара М.Горькин "Последние" ĕçне илсе килнĕ. Асăннă автор сирĕншĕн мĕнпе кăсăклă? _ Пысăк таланчĕпе, пултарулăхĕпе. _ Кинора ỹкерĕнес теместĕр-и? _ Чĕнеççĕ. Анчах вăхăт çукрах. Театр _ манăн пурнăç тытăмĕ. _ Шупашкарта та культура институчĕ пур, актерсем хатĕр-леççĕ. Сирĕннисемпе пирĕннисене ылмаштарса ĕçлес теместĕр-и? _ Кунашкал совет самани вăхăтĕнче ĕçленĕ, халĕ çакă маншăн вăхăта ахаль ирттернĕ пекех. _ Театрта юратусăр ĕçлеме пулать-и? _ Юратусăр ача та çуралмасть. Хăйĕн ĕçне юратман актерсем çук манăн коллективра. Вĕсем чăтаймаççĕ, хăйсемех тухса каяççĕ. _ Çитес çул та кĕтетпĕр сире. _ Тăрăшăпăр. Пĕчĕк сцена çинче лартмалли ĕçсем те пур пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика