Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тăпра ырлăхĕ _ халăх пурлăхĕ

24 мая 2008 г.

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçланă пулин те, ăна хак парас тĕллевпе йĕркеленĕ канашлу, ытти çулхи çакнашкал пĕтĕмлетỹсемпе танлаштарсан, çивĕч иртрĕ. Сăлтавĕ паллă, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров усă курман çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси çинчен палăртнă çирĕп хушăва, лару-тăрăва пăхмасăр, кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма ĕлкĕрмелле. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район пуçлăхĕ Н.Миллин çак шухăша палăртса каларĕ анчах мар, малашне ку ыйтупа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен отчечĕсене итлессине пĕлтерчĕ. Районти хуçалăхсем ял хуçалăх культурисене пурĕ 31280 гектар çинче акса хăварнă, палăртнă тĕллеве вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Кăçал пурте пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курма тăрăшнă. "Прогресс", "Свобода", "Комбайн", "Яманчурино", "Родник", "Победа", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем элита вăрлăхсем туяннă. Темиçе çул акăнмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту унчченех çивĕч тăнă. Президент хушăвĕ пулман пулсан уй-хирсенче хăçанччен çум курăк ашкăрнă пулĕччĕ-ши? Республикăри хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан пирĕн районти лару-тăру хурăшлах мар тесе палăртаççĕ пулин те, çакă алă усса лармалла тенине пĕлтермест. Ял хуçалăх предприятийĕсенче хура пусă валли хăварнă 5000 гектара яхăн лаптăка пĕрремĕш хут ĕçлесе хатĕрлессине кĕске вăхăтра вĕçлемелле. Паянхи кун тĕлне вара унăн 2000 гектарне те сухалама ĕлкĕрейменни _ хăратать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен усăсăр выртакан пĕтĕм лаптăкри çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме хушса каланă. Ĕç калăпăшĕ _ сухаламалли лаптăк уйрăмах пысăк пулнă Ленин ячĕллĕ, "Нива" ялхуçалăх предприятийĕсенче юлашки кунсенче хура пусă лаптăкĕсене ĕçлесе хатĕрлессипе çанă тавăрса тимлени куç умĕнче. Вĕсен ертỹçисем В.Мешков, Н.Гладков халиччен усăсăр выртнă пĕтĕм лаптăкри çĕре шутлă кунсенче сухаласа пĕтерме район пуçлăхне сăмах пачĕç. Хальхи вăхăтра "Звезда", "Кушелга" ОООсенчи пысăк лаптăк йышăнакан çĕрсемпе мĕн тумаллине пĕлмелле мар. Унчченхи "Смычка" хуçалăхăн та усăсăр выртакан лаптăксем нумай. Çĕрпе тухăçлă усă курма вăй çитерейменрен республикăри хăш-пĕр районсенче ăна айккинчен килнĕ инвесторсем туянаççĕ. Хальлĕхе пирĕн районта çак тĕслĕх çук-ха. Ахальтен мар çĕр-аннемĕр пире тăрантарать, тенĕ ватăсем. Малашне çапла пулĕ те, ăна ĕçлеме ỹркенмен, çĕре юратакан çынсене шанса парĕç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика