Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ пурăннине мĕн çиттĕр?

24 мая 2008 г.

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ В.Краснов, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ С.Иванова, Чăваш Республикин çыхăну тата информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А.Сидоренко хутшăннă. Кун йĕркинче палăртнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри, районта пурăнакансене хальхи вăхăтра куллен пырса тивекенни, калаçтараканни _ хамăр пурăнакан тăрăха тирпей-илем кĕртесси, тăван тавралăха сыхласси, ял хуçалăхĕнчи усă курман çĕрсене ĕçе кĕртесси. Çак ыйтусене тивĕçлĕ шайра татса парассинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен умне пысăк яваплăх илеççĕ. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă çỹлерех асăннă республика представителĕсем пирĕн районта тирпейлĕ, таса пурăнасси çине иртнĕ çулсенчен тытăнсах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшнине тивĕçлĕ хак параççĕ. _ Халиччен мĕн тунипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ, _ тет район пуçлăхĕ Н.Миллин. Район центрне аталантармалли планпа килĕшỹллĕн хальхи вăхăтра Елчĕкри Юбилейная урамра кану паркĕ тума тытăннă. Ун варрипе çуран çỹремелли тротуар сараççĕ. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕпе С.Ивановăпа Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăн ĕçлекенсем патне çитсе курчĕ. Унта мĕн тери пысăк ĕçе пикеннине вĕсем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Район центрне аталантармалли планпа килĕшỹллĕн çавăн пекех нумай хутлă çуртсене канализаци системипе çыхăнтарас ĕç вĕçленсе пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, район центрне, таврари ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çак çулсенче сахал мар тăрăшнă, тимленĕ пулин те тăван çут çанталăка сыхлама, тăван тавралăха юратма кирлине ăнлансах çитместпĕр. Ĕлĕкхи тăрна куçĕ пек тăрă юхан шыв хĕррисене те тĕрлĕ ăпăр-тапăртан пуçласа выльăх каяшĕ таран тăкма именместпĕр. Килти хуçалăхра усă курма юрăхсăра тухнă пĕтĕм ăпăр-тапăра çырмасен пуçĕсене тăкатпăр, улăх-çарансене варалатпăр. Чăвашсен йăлинче çакăн пекки нихăçан та пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика