Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ĕç курăмлă

24 мая 2008 г.

Пирĕн ĕç курăмлă Краеведени уйрăмне 900 ытла вулакан çỹрет. Вĕсем çулталăкра 18000 ытла кĕнекепе хаçат-журнал вулаççĕ. Уйрăма çỹрекенсен пысăк пайĕ _ ачасемпе хĕрарăмсем. Ăна 2001 çулта йĕркеленĕ. Уйрăмăн тĕп тĕллевĕсем _ чăваш халăх историне, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси тата малалла аталантарасси. Кунта вулакансем 17 хаçатпа, 4 журналпа паллашма пултараççĕ. Краеведени уйрăмĕ "Паллă кунсен календарĕ" тата "Елчĕк районĕнчи паллă çынсен картотеки" электронлă базăсем йĕркелессипе тимлет. Çавăн пекех вулакансем тĕрлĕ электронлă дисксемпе усă курма пултараççĕ. Шкул ачисем валли уроксене хатĕрленме "Звездный путь А.Г.Николаева", "Как растут леса", "Недра Чувашии", "Малые реки", "Течет река Волга", "Народные ремесла и резьба по дереву", "Чувашская степь" дисксем пысăк пулăшу параççĕ. Юлашки çулсенче хуласемпе ялсенче чечексем лартасси анлă сарăлчĕ. Чечек юратакансене "Городские цветы" мультимедиллĕ альбом пысăк пулăшу кỹрет, илемлĕ клумбăсем тума вĕрентет. Краеведени уйрăмĕнче ĕçлекенсем вулакансем валли тĕрлĕрен мероприяти ирттерес, вĕсене интереслентерес тесе нумай тăрăшаççĕ. Вулакансем Елчĕк тăрăхĕнчи паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ "Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Г.Н.Волков", "Вырăскасси чысĕпе мухтавĕ И.Д.Кузнецов ăсчах", "В.Эктел пурнăçĕпе пултарулăх тĕрленчĕкĕ", "Наши земляки _ художники Чувашии" электронлă слайдсене пăхма пултараççĕ. Çавăн пекех уйрăмра буклетсем туса хатĕрлесси те анлă сарăлнă. Вĕсене тĕрлĕ темăсемпе туса хатĕрленĕ: "Тĕлĕнмелле талант: Я.Ухсай", "Василий Эктел: асра юлнă сăнар", "Хастар чĕреллĕ халăх сăвăçи _ П.Хусанкай", "Аслă Таяпа хулашĕ", "Елчĕк районĕ _ 80 çулта" тата ытти те. Чăваш чĕлхи эрнине ирттересси кунта йăлана кĕнĕ. Кашни çулах чăваш чĕлхине халалласа "Чăваш чĕлхи _ анне чĕлхи" кĕнеке куравĕ йĕркелетпĕр. Шкулта вĕренекенсемпе "Чăваш чĕлхи _ таса чĕлхе" викторина, "Чăваш чĕлхи! Янра хăюллăн" тематика каçĕ ирттеретпĕр. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх символĕсен кунĕнче, "Чăваш Енĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ çинчен: истори тата паянхи пурнăç" мультимедиллĕ экскурси иртрĕ. Краеведени уйрăмĕ çумĕнче "Сенкер çулăм" ветерансен клубĕ ĕçлет. Кунта çỹрекен актив 10 çынран тăрать. Чи хастар та харсăр хĕрарăмсене, клуб членĕсене, асăнса хăварас килет. Вĕсем çаксем: К.М.Леонтьева, А.К.Салабайкина, Е.Н.Разумова, В.Г.Трифонова, Р.Г.Андреева, Е.И.Николаева, Г.И.Константинова, Л.Н.Хушкина, Т.М.Байдуганова, М.Е.Грачева. Вĕсем краеведени уйрăмне пысăк пулăшу параççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи йăла-йĕркесене манăçа кăларас мар тĕллевпе юрăсем, такмаксем пуçтарас енĕпе пысăк активлăх кăтартаççĕ. Çакăн пек маттур та вĕри чĕреллĕ хĕрарăмсене тав тăватăп. Краеведени уйрăмĕн хисеплĕ вулаканĕсем. Сире пурне те Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатăп, сывлăх, телей сунатăп. Сире эпир библиотекăра яланах кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика