Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлỹ çăл куçĕ

24 мая 2008 г.

Библиотека информаципе тивĕçтерес енĕпе яланах пĕрремĕш вырăнта тăнă. Модельлĕ библиотекăсем уçнă хыççăн çакă татах та курăмлă. Вулакансене пур енĕпе пулăшакан центр пулса тăчĕ вăл. Интернетпа çыхăнса тĕрлĕ информаци тупса илме, право тата ытти ыйтусемпе паллашма май пур кунта. Вулакансемпе çыру ярса илме, ялти ытти библиотекăсемпе çыхăнса ĕçлеме электронлă почта пур. Компьютерсемпе кирек хăш çын та усă курма пултарать. Кунтах компьютерăн пуçламăш пĕлĕвне те алла илме пулать. Тĕп библиотекăри информаци залĕ хальхи вăхăтпа тан пырать, компьютерсемпе, аудио-видеотехникăпа, вĕренỹ программисемпе, СД-дисксемпе, электронлă тата ахаль кĕнекесемпе пуянланчĕ. Халĕ район пуçлăхĕ кăларнă саккунсене, тĕрлĕ хаçат-журналсене, кĕнекесене компьютера кĕртсе тĕрлĕ базăсем тăвасси пурнăçа кĕрсе пырать. Елчĕк районĕн паллă çыннисене, асра юлакан самантсене сăнласа паракан слайдсем хатĕрлетпĕр. Çакă пурте пурнăçра, вĕренỹре кирлĕ. Библиотека вулакансен компьютерпа усă курса хатĕрлемелли тĕрлĕ ыйтăвĕсене те пурнăçлама пулăшать. Ку вăл текстсене компьютерпа пичетлесси, сканер урлă сăн ỹкерчĕксене тĕрлĕ вырăна лартасси, сăмахсене улăштарасси, реферат, курс, диплом ĕçĕсем, пĕчĕк слайдсем хатĕрлесси тата ытти те. Сире валли библиотекăра право акчĕсен никĕсĕсем _ "Консультант Плюс" (вăл кашни икĕ эрнере çĕнелсе тăрать) тата "Гарант" вĕренỹре пулăшакан диск. Юлашки çулсенче кĕнеке фончĕсем пуянланни савăнтарать: тĕрлĕ отрасльте усă курмалли, илемлĕ литература, ача-пăча кĕнекисем, СД-, ДВД-РОМ вулакансене тивĕçлĕ шайра ĕçлеме ирĕк параççĕ. Паянхи куна районта пурăнакан кашни çын пуçне вăтамран 11 кĕнеке тивĕçет (нормăпа 8-9 кĕнеке пулмалла). Вулакансем валли 81 тĕрлĕ хаçат-журнал 427 экземплярпа килсе тăрать. Елчĕкри почтамт уйрăмĕпе килĕштерсе ĕçленĕ май чылай хаçат-журнала çăмăллатнă хакпа çырăнса илетпĕр. Районти библиотекăсенче 38 çын ĕçлет. Вĕсенчен 12-шĕ аслă пĕлỹллĕ. Паянхи кун куçăмсăр майпа 2 библиотекарь Шупашкарти культура институчĕн училищинче вĕренет. Елчĕкри Алексей Сергеев вара çитес çул алла диплом илсе тăван ене килме ĕмĕтленет. "Пĕччен суран _ типсех пырать, халăх сурать _ кỹлĕ пулать", _ теççĕ ваттисем. Çакна тĕпе хурса эпир хамăр ĕçе тĕрлĕ организацисемпе çыхăнса йĕркелетпĕр. Пирĕнпе РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси (КДН), районти хĕрарăмсен канашĕ, шкулсем, культура учрежденийĕсем, районти тĕп суйлав комиссийĕ, ял тăрăхĕн ертỹçисем, ветерансем, районти социаллă хỹтлĕх пайĕ тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Раççей, республика, район шайĕнче иртекен кашни мероприятиех хутшăнаççĕ библиотекарьсем. Çакна суйлав кампанийĕсен, тĕрлĕрен çыравсен, акцисен пĕтĕмлетĕвĕ-сем аван кăтартса параççĕ. Библиотека _ ял халăхĕпе вырăнти влаç тытăмне пĕрлештерсе тăракан вăй. Стипендиатсем те пур пирĕн хушăмăрта. Тĕслĕхрен, курăмлă çитĕнỹсем тунăшăн Аслă Таяпа ял библиотекин ертỹçи Лена Портнова 2008 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулчĕ. Елчĕе центрĕнче илемлĕн ларакан çурт халăха аякранах хăй патне чĕнет, хăнасем те асăрхамасăр иртмеççĕ ăна. Пĕр кунхине республикăра тухса тăракан "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат ĕçченĕ В.Петрова библиотекăна кĕрсе тухнăччĕ. "Иртсе пыратăп Елчĕк урамĕпе киленсе, библиотека чỹречи çинчи асамлă юмахри геройсене куртăм та, чăтаймарăм кĕрсе тухмасăр", _ тет. Вулавăша кĕçĕн ачасем те хапăлласах çỹреççĕ. Л.Кудряшова ертсе пыракан ача-пăча библиотеки вĕсем валли тĕрлĕрен акцисем, тĕл пулусем, тематика каçĕсем ирттерет. "Чи нумай вулакан класс", "Чи нумай вулакан кукамай", "Библиотекăна çырăнтăн _ юлташна илсе кил", "Пуринчен ытларах вулакан" акцисене кĕнеке тусĕсем кăмăллаççĕ. "Наташăпа Алешăна _ пирĕн кĕнекесемпе теттесем" акци пĕтĕм района ура çине тăратрĕ тесен те юрать. Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари, Тăрăмри, Кивĕ Эйпеçри шкул ачисемпе вĕрентекенсене кĕнекесемпе теттесемшĕн хаçат урлă уйрăмах тав сăмахĕ каласа хăварас килет. Çак ыр кăмăллăх акцине хутшăннă ентешсене пурне те аса илсе хăварма хаçат страници те çитмест. Пухăннă япаласене Канашри ача-пăча приютне тата Патăрьелĕнчи шкул-интерната леçнĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Наци кĕнекинчен халăхсен килĕшĕвĕ патне" регионсен хушшинчи тăваттăмĕш фестиваль Сăрьелĕнче "Атăл çи халăхĕсен туслă çемйи" темăпа иртнине те палăртса хăварар. Çак фестивале хутшăнса вуншар çын библиотекăсен кĕнеке фондне пуянлатрĕç. Çакна та асăнса хăварар. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне "Елчĕк районĕн библиотекисем _ ветерансене" акци иртрĕ. Çак акцие хутшăннă ыр кăмăллă ентешсен кĕнекисене Лаш Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕ-сене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене парнелерĕмĕр. Тепĕр ырă пулăм _ тĕп библиотекăри "Уйрăм çынсен библиотекинчи кĕнекесем" фонд пуянлансах пыни. Паянхи кун кунта 500 ытла хаçат-журнал, кĕнеке илсе вулама пулать. "Елчĕк районĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ" электронлă çул кăтартакан уйрăм паха материалсемпе пуянлансах пырать. В. Московский, К.Леонтьева, В.Вастулова тăван тавралăха тĕпчекенсем çак ĕçре пулăшса пыраççĕ. Шупашкарта пурăнакан ентеш П.Пупин библиотекăна нумай пулмасть пуян материал ярса пачĕ. Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕпе чылай çул библиотекăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă А.Кузнецова (Çирĕклĕ Шăхаль), К.Сорокинăна (Хĕрлĕçыр), Л. Федоровăна (Тĕмер), Л.Викторовăна (Çĕнĕ Пăва), М.Михеевăна (Лаш Таяпа), А.Романовăна (Çĕнĕ Эйпеç), Н.Смирновăна (Шуршу), З.Ивановăпа А.Красновăна (Аслă Таяпа), Л.Палашкинăна (Патреккел), Ф.Чернова (Шăмалак), З.Портновăна (Аслă Пăла Тимеш), А.Мазюкинăна (Кавал), З.Карамаликовăна (Аслă Елчĕк), Л.Смирновăна, М.Пайминана, В.Ильинана, А.Салабайкинăна, Е.Пчеловăна, И.Блиновăна (Елчĕк) чун-чĕререн саламлатпăр, тăнăç пурнăç, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика