Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕртме уйăхĕнче _ çар вĕрентĕвĕ

24 мая 2008 г.

"Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Саккунне, РФ Президенчĕн "Запасра тăракан граждансене 2008 çулта çар вĕрентĕвне (сбор) илесси çинчен" Указне тĕпе хурса, Атăл тата Урал çар округĕн çарĕсен командующийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, 2008 çулхи çĕртмен 2-26-мĕшĕсенче запасра тăракан граждансене çар вĕрентĕвне пуçтараççĕ. Вăл Пермь тăрăхĕнче иртет. Запасри граждансем вĕренỹре çар техникин çапăçу хатĕрлĕхне тĕрĕслессипе, юсассипе ĕçлĕç. Вĕрентĕве Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан, маларах çар службинче тĕрлĕ должноçра пулнă запасри граждансене йыхравлаççĕ. 2008 çулта районти çар комиссариатне автомобиль водителĕсене тата пехотăн çар машинисен механик-водителĕсене пуçтарма задани килнĕ. Çавна май кăçал асăннă должноçсемпе çар тивĕçне пурнăçланă граждансене анчах пуçтараççĕ. Çакăн евĕр çар вĕрентĕвне маларах Атăл тата Урал çар округне кĕрекен Свердловск, Оренбург, Челябинск облаçĕсенчи, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчи граждансене янă. Чăваш Республикинче вĕрентỹ пуçласа 2006 çулта Çĕрпỹ районĕнчи граждансемпе иртнĕ. 2007 çулхи авăн уйăхĕнче тĕрлĕ районсенчен пуçтарнă граждансемпе 10 кунлăх вĕрентỹ йĕркеленĕ. Районта пурăнакансен, паллах, çар вĕрентĕвĕпе çыхăннă ыйтусем пулаççех. Çавна май эсир районти çар комиссариатне 2-13-03 номерпе шăнкăравласа тĕрлĕ ыйту çине хурав илме пултаратăр. Юлашкинчен çакна палăртса калас килет: çар вĕрентĕвĕ çĕршывăн оборона хăватне ỹстерме май парать. Унта Раççей Федерацийĕнчи ят тухнă кашни çын (вăл хăш должность е ранг йышăннине пăхмасăр) хутшăнать. Вĕсен палăртнă кунра, вăхăтра районти çар комиссариатне пымалла. Организацисемпе предприятисен ертỹçисен вара повестка илнĕ граждансене çар тивĕçне пурнăçлассинче чăрмав кăларса тăратмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика