Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туссем каллех пĕрле

24 мая 2008 г.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ачасене савăнтармалăх çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕ пулчĕ. Çак кун ООО "Кушелга" агрофирма улăхĕнче виçĕ шкул коллективĕ йăлана кĕнĕ тĕл пулăвне ирттерчĕ. Кăçал Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул хăйсен тусĕсене _ Тутар Республикинчи Кайпăч районне кĕрекен Чутейри тата хамăр республикăри Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсене йышăнчĕ. 10 сехет. Шкул ачисем линейкăна тăраççĕ. Вĕсем пурте уяври пек тумланнă, кашнин аллинче плакат, вĕрсе хăпартнă хăмпă. Строй умĕнче _ пионер юхăмĕн ветеранĕсем А.Г.Лебедева, А.Н.Воробьева. Кунтах Елчĕк район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый, Кайпăчри ача-пăча çурчĕн директорĕ С.Б. Тимуршина, методисчĕ И.И.Мустафина, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Кошкин. Улăх çийĕн Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти аслă вожатăйăн уçă сасси янăраса каять: _ Шкул совечĕсен председателĕсем, рапорт парăр! Унăн сассине микрофон тата вăйлатса илтĕнтерет. Кашни шкул Г.П.Ловкин директора рапортлать. Шкулсенчи вĕренỹ отличникĕсем, виçĕ шкул представителĕсем, стройран хăвăрт чупса тухаççĕ те Чăваш тата Тутар Республикисен ялавĕсене гимн кĕввипе хăпартаççĕ. Шкул ачисене Хăвăлçырмари, Чутейри, Хырай Ĕнелĕнчи шкулсен директорĕсем, Елчĕк районĕнчи вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый саламларĕç. Шкулсем пĕр-пĕрне асăнмалăх парнесем пачĕç. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Кошкин та виçĕ шкула асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Ун хыççăн шкулсенчи художество пултарулăх коллективĕсем концерт лартрĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Тутар юррисем кăмăла кайни куракансем тăвăллăн алă çупнинчен курăнчĕ. Хăвăлçырмари шкул ачисем те юрă-ташăпа хăнасене тĕлĕнтерчĕç. Хырай Ĕнелĕнчи ачасен хорĕ те пурин кăмăлне кайрĕ. Спорт вăййисене курма халăх йышлăн пухăнчĕ. Эстафета чупассипе Хăвăлçырмасем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, иккĕмĕш _ Чутейсем, виççĕмĕш _ Хырай Ĕнелсем. Спорт вăййисен чи интереслĕ пайĕ футболла вылясси пулчĕ. Хăвăлçырма команди Чутейсене 2:0 шутпа çĕнтерчĕ, Хырай Ĕнелсемпе 0:0 шутпа вылярĕ, пĕрремĕш приз илме тивĕç пулчĕ. Эпир çакнашкал тĕл пулăва 43-мĕш çул ирттертĕмĕр. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Ялти предприниматель В.Елизаров хăнасене тутлă çимĕçпе, пылак шывпа тивĕçтерчĕ. Юлашкинчен туслăх кăвайчĕ чĕртрĕмĕр, эстафетăна Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула патăмăр. Виçĕ шкул тепĕр çул тĕл пулма калаçса татăлса уйрăлтăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика