Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И.Яковлева халалласа

24 мая 2008 г.

Иван Яковлевич Яковлев... Çак ят шкул ачисемпе педагогсемшĕн çеç мар, пур чăваш çыннишĕн те çывăх, хаклă ят. Ырă ят. Вĕрентекен, çыравçă, шухăшлавçă, тĕпчевçĕ чăваш халăхĕшĕн пурнăçланă пархатарлă ĕç вышкайсăр пысăк. И.Я.Яковлев çуралнăранпа кăçал 160 çул çитрĕ. Çавна май республикăра, хамăр районта çулталăк тăршшĕпех чăваш халăхне çутта кăлараканăмăра асăнса халалланă тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсене районти шкулсем мĕнле хутшăнаççĕ-ха? Çулсерен йĕркеленекен регионсен шайĕнчи "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă-конкурс кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Унта хутшăнас текенсен йышĕ çулсеренех ỹсет. Кăçалхи вăйă-конкурс ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май лайăх результатсемпе палăрнисене уйрăммăн асăнас килет. Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи И.Федоров, Курнавăш шкулĕнчи М.Ефимова, Аслă Пăла Тимешри В.Осипова çитĕнỹсем тума пултарчĕç. Вĕсен вĕрентекенĕсен Г.Иванован, Н.Круглован, В.Бакинан тỹпи пысăк кунта. "Букварьтен _ илемлĕ литературăна çити" XI конкурса та районти шкулсенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ чи лайăх хайлавсене суйласа илнĕ хыççăн çак çамрăк авторсем пултарулăх ăмăртăвĕн 2-мĕш турне хутшăнма тивĕçрĕç: О.Крылова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Ю.Митрофанова, М.Ляленко (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Тимофеева (Елчĕк), Е.Николаева, Н.Васильева (Курнавăш), А.Иванова (Энтепе), Н.Миронова (Кушкă). 7-9-мĕш классем хушшинчи поэзи секцийĕнче А.Павлова (Патреккел) 2-мĕш, 10-11-мĕш классем хушшинче А.Тимофеева (Елчĕк шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Вĕсен вĕрентекенĕсене _ Г.Енейкинапа Г.Каринкинăна ырă сăмахпа палăртни вырăнлă. Очерк секцийĕнче Ю.Митрофанова (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) 1-мĕш вырăн, драматурги секцийĕнче А.Иванова (Энтепе шкулĕ) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Хавхалантару грамотисене М.Ляленко (Çирĕклĕ Шăхаль), Е.Николаева (Курнавăш), О.Крылова (Кĕçĕн Таяпа), Н.Миронова (Кушкă) тивĕçрĕç. Маларах асăннă вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлỹ пама пултарнăшăн вĕсен вĕрентекенĕсене _ чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан В.Митрофановăна, А.Михеевăна, Н.Леваяна, В.Вороновăна, С.Марковăна, М.Дергуновăна тав сăмахĕ калас килет. Шкултан, килтен тухмасăрах республика шайĕнчи ăслăлăх ăмăртăвĕсене хутшăнма маларах ĕмĕтленме те пултарайман эпир. Иртнĕ çулсенче Интернет-олимпиадăсем хăш та пĕр предметсемпе анчах иртетчĕç пулсан, çакăн евĕр олимпиада кăçал пĕрремĕш хут чăваш чĕлхипе литературине кăмăллакансем валли йĕркеленчĕ. Ачасене Иван Яковлев пурнăçĕнчи интереслĕ самантсемпе, унăн пархатарлă ĕçĕсемпе паллаштарасси, паянхи самана ыйтакан çĕнĕ технологисемпе ăнăçлă ĕçлеме хăнăхтарасси Интернет-олимпиадăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак олимпиадăра Çуткỹл шкулĕнче ăс пухакан А.Кириллова (ертỹçи _ Л.Векова) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Курнавăш шкулĕнче И.Я.Яковлев ячĕпе район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Кăçалхипе 3-мĕш хут йĕркеленчĕ вăл. Ачасем тĕрлĕ секцине пайланса ĕçлерĕç. Секцине хутшăнакансен йышĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 хут ỹснĕ. (Иртнĕ çул _ 100, кăçал 198 ача хутшăннă). "Ачасем наука ĕçне хастар хутшăнни питех те савăнтарать. Çакăн евĕр конференцисене йĕркелени питĕ кирлĕ. Кунта çĕнтернĕ ачасем каярахпа республика шайĕнче иртекен конференцире те ăнăçлă ăмăртаççĕ. Ачасене çакăн пек ĕçсене активлă явăçтарнăшăн вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет", _ пытармасть хăй шухăшне çак конференцие йĕркелесе пуçарса яракан, аслă категориллĕ, РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ истори учителĕ П.Кузнецов. Республикăри "Туслăх хĕлхемĕ" наци культури фестивалĕн "Асамат _ 2008" олимпиадине 106 ача хутшăннă. Жюри 27 ача ĕçне чи лайăххисем тесе йышăннă. Вĕсен шутĕнче Кушкă шкулĕнче вĕренекен А.Бакина та пур (вĕрентекенĕ А.Портнова). Фестивалĕн район шайĕпе иртнĕ "Яковлев мăнукĕсем" мультимедиллĕ презентацисен конкурсĕнче Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче вĕренекен А.Портнов палăрчĕ (вĕрентекенĕ В.Бакина). Вăл республика шайĕнчи конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Жюри Хăвăлçырмари А.Елизаров, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Л.Чернова, Аслă Елчĕкри Н.Хушкина, А.Лебедева, Аслă Таяпари К.Васильева, Çуткỹлти А.Кириллов, Е.Федорова, Курнавăшри Н.Семенов, Ел-чĕкри В.Капламова ĕçĕсене те лайăххисен шутне кĕртрĕ. Иртнĕ уйăхсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене пĕрре те алă усса ларма май килмерĕ. Малта пыракансен опытне тупса палăртас тĕллевпе ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен смотр-конкурсне ирттермелли йĕрке çирĕплетрĕ. Асăннă смотр-конкурс пирĕн районта ака уйăхĕнче иртрĕ. Районти 17 шкул хутшăнма кăмăл турĕ унта. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем чуна парса ĕçленине палăртса хăварма кăмăллă. Хăвăлçырмари шкулта ĕçлекен З.Михеева, Аслă Таяпари М.Кузнецова, Кивĕ Эйпеçри Е.Федорова ĕçлекен кабинетсенче мĕн чухлĕ материал пухăннă. Тĕрлĕ темăпа тунă папкăсем тирпейлĕ. Çуткỹлти чăваш литературипе чĕлхе, тăван ен культурин кабинечĕ (ертỹçи Л.Векова) чăн-чăн чăваш сывлăшĕпе сывлать. Чăваш тумĕллĕ матрешкасем мĕне тăраççĕ тата. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари С.Маркова, Таяпа Энтринчи Е.Алексеева ĕçлекен кабинетсем хăйне евĕр тирпейлĕхпе, культурăпа раснах уйрăлса тăраççĕ. Вĕрентỹ хатĕрĕсем çителĕклĕ, пĕтĕмпех куç умĕнче, ал айĕнче. Кабинет ертỹçисем паянхи пурнăçпа тан утăмлаççĕ. Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ. Пĕр конкурса та хутшăнмасăр юлмаççĕ вĕсем. И.Я.Яковлева халалланă мĕн чухлĕ çĕнĕ стенд хатĕрленĕ шкулсенче. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тăрăшни куç кĕрет. Тăрăм шкулĕнчи кабинета (ертỹçи Л.Енедерова) пырса кĕме те кăмăллă. Стенасене сăрланă, чỹрече каррисем илемлĕ. Стендсене çĕнетни те тỹрех куçа курăнать. Çапах конкурс вăл конкурсах. Комисси членĕсем "Чи лайăх кабинет" ята Шăмалакри чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ (П.Львова) тата Курнавăшри чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ (Н.Круглова) тивĕçлĕ тесе пĕр кăмăллăн йышăнчĕç. Кабинет ертỹçисем иккĕшĕ те чылайранпа шкулта вăй хураççĕ, аслă категориллĕ вĕрентекенсем. Икĕ кабинечĕ те пуян, чăн-чăн вĕрентỹпе вĕренỹ пỹлĕмĕсем. Унта учительсене ĕçлеме те, ачасене вĕренме те меллĕ. Шăмалакри кабинетра вĕренỹре кая юлса пыракан ачасемпе ĕçлеме те лайăх, мĕншĕн тесен тĕрлĕ йышши дидактика пособийĕсене учитель кая юлакансене уйрăмшарăн валеçсе парса вĕрентỹ ĕçне тĕрлĕрен йĕркелет, урока тухăçлăрах ирттерме пултарать. Курнавăшри шкулта кабинетра компьютер пурри вĕренỹ ĕçĕнче чылай енчен пулăшать. Н.Круглова, В.Воронова пултаруллă вĕрентекенсем. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре электронлă учебниксемпе анлă усă кураççĕ, компьютер технологийĕсене ăнăçлă алла илсе тĕрлĕ йышши презентацисем йĕркелеççĕ. Ачасене те çак ĕçе явăçтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика