Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсем ăсталăхпа палăрчĕç

21 мая 2008 г.

Çамрăк армеецсем ăсталăхпа палăрчĕç Çу уйăхĕн çурринче Кĕçĕн Таяпа çывăхĕнчи вăрманти илемлĕ уçланкăра палаткăсен хули ỹссе ларчĕ. Кунта çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисен районти финалĕ иртрĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 22 шкулти отделенисем паллаштарчĕç. Çарпа спорт вăййисене хутшăнакан çамрăк армеецсене район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата районти çар комиссарĕ В.Буклаков подполковник саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне, вăйне, чăтăмлăхне 3 кун 8 енлĕ ăмăртура кăтартрĕç. Пулас воинсен стройпа утма, тĕрлĕ командăсене тивĕçлипе пурнăçлама пĕлмелле. Кунта командир ăста пулмалла. Хитре парад формисене тăхăннă çамрăксене сăнаса тăма кăмăллă. Энтепери тата Елчĕкри шкулсен отделенийĕсем малти вырăна йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ Таяпа Энтрисемпе Çирĕклĕ Шăхальсем, виççĕмĕшсем _ Хăвăл-çырмасемпе Кушкăсем. "Çĕнтерỹ патне" эстафета та командăсен пултарулăхне çирĕп тĕрĕслет. Кунта кашни çамрăк армеец 200 метра чупрĕ. Чăваш Тăрăмсемпе Аслă Елчĕксем трассăна ăнăçлă вĕçлерĕç, малти вырăна йышăнчĕç. Вĕсенчен Таяпа Энтрисемпе Елчĕксем, Хăвăл-çырмасемпе Курнавăшсем кăшт çеç каярах юлчĕç, призерсен йышне кĕчĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнассипе Вăрăмхăвасемпе Кĕçĕн Таяпасене çитекен пулмарĕ. Таяпа Энтрисемпе Çĕнĕ Пăвасем _ иккĕмĕш, Шăмалаксемпе Аслă Елчĕксем _ виççĕмĕш вырăнсенче. Туризм енĕ те паллă вырăнта. Кунта кашни çамрăк армеец юлташĕсемшĕн те яваплă. Палаткăна вырнаçтарассипе, тĕрлĕрен чăрмавсене çĕнтерессипе Тĕмерсемпе Çирĕклĕ Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Энтепери, Елчĕкри, Хăвăлçырмари, Аслă Елчĕкри шкулсен отделенийĕсем те малти ретсенче. Çамрăк армеецсем хăйсен чăтăмлăхне, спорт енĕпе аталаннине те куракансене кăтартрĕç. Вĕсем кросс чупрĕç, граната ывăтрĕç, перекладина çинче туртăнчĕç, алă вăйĕпе çĕр çинчен тĕртĕнчĕç. Чăваш Тăрăмсемпе Елчĕксем пултаруллăрах пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Энтепесемпе Аслă Елчĕксем, Аслă Пăла Тимешсемпе Кĕçĕн Таяпасем. Кăçал çамрăк армеецсен çар вăййисене çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. "Вĕсем тинĕс çарĕсенчи ăсталăха алла илме пултарĕç-ши?" _ пулчĕ кашнин асĕнче. Тинĕс хĕрринчен аякра пурăнатпăр пулин те, ялавпа тĕрлĕ паллăсем пама, канат çыхма тата ытти енĕпе те маттур Елчĕк тăрăхĕнчи çамрăксем. Çапах та Энтепесемпе Кĕçĕн Таяпасен ăсталăхĕ пысăкрах. Вĕсем _ пĕрремĕш вырăнта. Чăваш Тăрăмсемпе Елчĕксем, Тăрăмсемпе Курнавăшсем те ăнăçу турĕç. Çамрăк пушарниксен конкур-сĕнче Чăваш Тăрăмри, Елчĕкри шкулсен отделенийĕсем палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăна Таяпа Энтрисемпе Кĕçĕн Таяпасем, виççĕмĕшне Энтепесемпе Патреккелсем йышăнчĕç. "Стрелок" конкурсра çамрăк армеецсен 100 метра чупмалла, граната ывăтмалла, пневматикăлла винтовкăран пемелле. Кунта Аслă Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсем мала тухрĕç. Тĕмерсемпе Кĕçĕн Таяпасем, Энтепесемпе Лаш Таяпасем те юлташĕсенчен кая юлмарĕç, призерсен йышне кĕчĕç. Çивĕч пычĕ кĕрешỹ _ кашни отделени çĕнтерỹçĕ ята тивĕçесшĕн. Çапах тĕп шкулсенчен Энтепесем, вăтам шкулсенчен Елчĕксем малти вырăна йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем район чысне республикăри финалта хỹтĕлеççĕ. Чăваш Тăрăмри, Кĕçĕн Таяпари шкулсенчи çамрăк армеецсен отделенийĕсем _ иккĕмĕшсем, Таяпа Энтрисемпе Çирĕклĕ Шăхальсем _ виççĕмĕшсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика