Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессисен тĕнчинче

21 мая 2008 г.

Шкултан вĕренсе тухакан кашни ача хăйне килĕшекен професси суйласа илме ĕмĕтленет. Статистика кăтартăвĕ тăрăх çĕр çинче пурĕ 9 пин ытла професси пуррине пĕлетпĕр. Тĕплĕн шутласан, мĕнле нумай çакă! Анчах та эпир тĕрлĕ профессисем çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр. Професси тенипе юнашарах специальность тени те пур. Тухтăр, учитель... професси шутланать. Специальность вара - çак професси тата темиçе пая пайланнине пĕлтерет. Сăмахран, куç тухтăрĕ, терапи тухтăрĕ, тухтăр-хирург тата ытти те. Вĕрентекен те çавах: истори учителĕ, математика учителĕ, физкультура учителĕ... Професси суйласа илме мĕн пĕчĕкренех шутлама пуçламалла. Вăл пĕр кун е пĕр уйăх шутланипе пурнăçа кĕртмелли япала мар. Ун çинчен аслисем каланине тĕпе хума хăнăхса пымалла. Нумаях пулмасть Патреккелти вăтам шкулта 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕрен профессисемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе республикăра иртекен "Эс суйласа илнĕ професси" акцие хутшăнса профессисен тĕлĕнтермĕш планетисем çине "вĕçеве" кайса килчĕç. Мероприяти ялти библиотекăра иртрĕ. Пиллĕкмĕшсен карапĕ "Çĕр çинче", улттăмĕшсен-"Сывлăшра" ятпа çула тухрĕç. Çул çинче вĕсем тĕрлĕрен ыйтусен конкурсĕсене хутшăнчĕç. "Аукцион", "Ăнлан мана", "Профессисен çулĕ", "Пĕлсем, эпĕ кам?", "Хупланă куçпа ỹкерчĕк камăн лайăхрах пулать?", "Профессисем çинчен калаçар" тата ытти конкурссенче уйрăмах И.Григорьев, К.Борисова, К.Виноградова, Н.Выйгетова, Э.Клементьев, А.Миллина, М.Крылова, О.Николаева, Д.Захарова, А.Сычаев, А.Арбузова, Г.Смирнов пуçаруллă пулчĕç. Икĕ экипаж членĕсем те "вĕçев" программинчи тĕрлĕ ĕçсене туллин те тĕплĕн пурнăçлама тăрăшрĕç. "Вĕçев" вĕçленнĕ тĕле экипаж членĕсем иккĕшĕ те хăйсен тавçăрулăхĕпе тата пултарулăхĕпе жюри членĕсемпе курса ларакансене тĕлĕнтерчĕç. "Вĕçев" пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх икĕ команда та пĕр пек балсем пуçтарни паллă пулчĕ. Курса ларакансем те, жюри членĕсем те иртнĕ "вĕçев" программипе кăмăллă юлчĕç. Юлашкинчен пурте пурнăçра кирлĕ çула - професси çулне тĕрĕс суйласа илесчĕ, çĕршыва юрăхлă çын пуласчĕ, çынсене усă кỹмелли, хамăра тивĕçтермелли ĕç тупасчĕ терĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика