Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье интересĕсене хỹтĕлесе

21 мая 2008 г.

Эрех-сăра тыткăнне лекекенсен шучĕ юлашки çулсенче ỹссех пыни никама та пăшăрхантармасăр тăмасть паллах. Статистика палăртнă тăрăх, "симĕс çĕлен" енне туртăннă çынсен шучĕ Чăваш Енре 30 пин ытла. Вĕсенчен 54,5 проценчĕ хулара пурăнать пулсан, 45,5 проценчĕ _ ялсенче. Эрех-сăрапа иртĕннине пулах ỹсĕрле тунă преступленисен, çав вăхăтрах тĕрлĕ суранран е наркăмăшлă шĕвекрен вилекенсен, йĕркесĕр çемьесен шучĕ çулран-çул ỹссе пырать. Эрех енне туртăнасси вара ытларах чухне право тĕлĕшĕнчен алкоголь шĕвекĕ шутланман сăраран пуçланать. Çак çитменлĕхпе кĕрешес тĕллевпех Гражданла право кодексĕн 281 статйипе килĕшỹллĕн, спирт шĕвекĕпе виçерен ытла иртĕнекен гражданинăн право пултарулăхне (çын хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама, явап тытма пултарни) чакарма ирĕк пур. Гражданинăн право пултарулăхне чакарсан, асăннă çынна пăхса тăма власть органĕ попечитель палăртать. Çакăн евĕр гражданин вара попечитель ирĕк памасăр çурта е çуртри япалана сутма, парнелеме, халаллама, улăштарма, пурлăх илме е пурлăхпа çыхăннă ытти ĕçсене пурнăçлама пултараймасть (хăйĕн ĕç укçине тата пенсине илнисĕр пуçне). Эрехпе виçесĕр иртĕнекен çыннăн е наркоманăн право пултарулăхне чакарас тесен унăн айăпĕпе укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемье членĕсенчен пĕри (пĕрле пурăнса пĕр хуçалăх тытса пыракансем _ мăшăрĕ, çула çитнĕ ачисем, ашшĕ-амăшĕ, ытти тăванĕсем, ĕçлеме пултарайман çынсем), опекăпа попечительлĕх органĕсен, психиатри тата психоневрологи учрежденийĕсен суда заявлени тăратмалла. Район сучĕн председателĕн пулăшуçи И.Молодов пĕлтернĕ тăрăх, 2000 çултанпа суд çакăн евĕр 20 ĕç пăхса тухнă. Асăннă çынсен право пултарулăхне çемье условийĕсене лайăхлатас, çемье интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе чакараççĕ. Енчен те право пултарулăхне чакарнă çын юсану çулĕ çине тăчĕ пулсан, суд Гражданла право кодексĕн 286 статйипе килĕшỹллĕн унăн право пултарулăхне каялла тавăрать. Ку чухне асăннă гражданинăн е унăн попечителĕн, çемье членĕсен, опекăпа попечительлĕх органĕсен, психиатри тата психоневрологи учрежденийĕсен суда заявлени тăратмалла. Гражданинăн право пултарулăхне маларах заявлени тăратнă çемье членĕсем вилнĕ е урăх çĕре тухса кайнă, мăшăрсем уйрăлнă пулсан та тавăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика