Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ тата манăн пысăк çемье"

21 мая 2008 г.

акци районта ăнăçлă иртрĕ. Нумай ачаллă çемьесене хавхалантарасси, вĕсене социаллă хỹтлĕх парасси пулчĕ унăн тĕп тĕллевĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрти уçă алăксен кунĕнче 12 çула çитмен ачасемлĕ çемьесем "Пирĕн ачасем çитĕнеççĕ" çавра сĕтел хушшинче тĕл пулчĕç. Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памалли саккунсенчи улшăнусем çинче халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн ертỹçи И.Аникина чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех тĕл пулура тĕп больницăн специалисчĕсем пулчĕç, сывлăхлă ăру çитĕнтерес, ачасен канăвне йĕркелес ыйтусене тишкерчĕç. Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕсенчи ватă çынсене, çавăн пекех хăнана чĕннĕ çак тăрăхсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсем "Эпĕ, эсĕ, вăл _ пĕрле туслă çемье" ыр кăмăллăх концерчĕпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика