Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел хăнисем _ Елчĕкре

21 мая 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен" Указне Елчĕк тăрăхĕнче тивĕçлипе хаклаççĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Патăрьелĕнчи шкул-интернатри ачасем валли кĕнекесемпе теттесем, ытти япаласем пухассине йĕркелерĕç. Мăн кун уявĕнче пухнă япаласене, тутлă апат-çимĕçе çăмăл мар шăпаллă ачасене парнелерĕç. Вĕсем вара библиотека ĕçченĕсене чун-чĕререн тав турĕç, Елчĕк тăрăхне савăк юрă-ташăпа килме шантарчĕç. Хăйсен сăмахне Патăрьелĕнчи шкул-интернатра вĕренекенсем тытрĕç. Виçĕм кун район центрĕнчи культурăпа кану центрĕнче вĕсем Ел-чĕкри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе, вĕренекенсемпе, районти культура ĕçченĕсемпе, пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, илемлĕ концерт кăтартрĕç. Йывăр шăпаллă пулсан та, шкул-интернат воспитанникĕсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç, çавăн пекех преподавательсем ертсе пынипе ăсталанă бала каймалли кĕпе-тумтире те кăтартрĕç. Патăрьел хăнисене район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова, Г.Никифорова предприниматель ("ЭлектроНикс" салон) саламларĕç, парнесем пачĕç. Патăрьелĕнчи шкул-интернатри ачасем тĕп библиотекăпа паллашрĕç, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче, Тĕп лапамра пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика