Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесем ăмăртрĕç

16 мая 2008 г.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче районти "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче Çемье çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа "Çамрăк çемье _ 2008" конкурс иртрĕ. Ăна йĕркелесе ирттерекенсем _ районти социаллă хỹтлĕх пайĕпе социаллă аталану секторĕн, Елчĕкри ЗАГС уйрăмĕн, "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн ĕçченĕсем. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ çемьесене туслăрах та çирĕпрех тăвасси, çемье традицийĕсене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама, ăрусен çыхăнăвне йĕркелеме, çамрăк çемье статусне çỹллĕ шайра тытма пулăшасси. Ăмăртăва 7 ял тăрăхĕнчен 7 çемье хутшăнчĕ. Лаш Таяпапа Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи çамрăк çемьесем конкурса темшĕн хутшăнмарĕç. Елчĕк ял тăрăхĕнчен ăмăртăва Александрпа Марина Черновсен, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчен Николайпа Алевтина Ивановсен, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен Николайпа Марина Черновсен, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен Александрпа Ирина Сурковсен, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчен Владимирпа Ираида Яковлевсен, Курнавăш ял тăрăхĕнчен Владимирпа Галина Крысовсен, Тăрăм ял тăрăхĕнчен Иванпа Людмила Константиновсен çемйисем хутшăнчĕç. Çемьесем ăмăртăвăн тĕрлĕ конкурсĕнче тупăшрĕç. Чи малтанах вĕсем хăйсен çемйисемпе, çемьери йăла-йĕркепе, интерессемпе, çитĕнỹсемпе паллаштарчĕç. "Çемьери талантсем" конкурс вăхăтĕнче куракансем кашнийĕн пултарулăхĕпе паллашрĕç. "Интеллект _ çемье _ шоу" конкурс мăшăрсем "Çемье кодексне" мĕн таран пĕлнине, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслерĕ. Спорт ăмăртăвĕсем вара бассейнра иртрĕç. Арçынсем _ 50 метра, хĕрарăмсем 25 метра ишсе мала тухассишĕн тупăшрĕç. Хĕрỹ тупăшура пур конкурсра та мала тухса, "Çамрăк çемье _ 2008" ята Елчĕк ял тăрăхĕнчи Черновсем çĕнсе илчĕç. Район чысне вĕсем республикăра хỹтĕлĕç. Маринăпа Александр çемье тĕвĕленĕренпе кăçал 10 çул çитнĕ. Икĕ ывăл _ Николайпа Иван çитĕнеççĕ вĕсен. Марина Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ют чĕлхе предметне вĕрентет. Мăшăрĕ, Александр, "Прогресс" хуçалăхра бригадирта вăй хурать. Черновсем спортпа туслă. Çакна çемье çулсеренех иртекен "Атте, анне тата эпĕ" фестивале хутшăнса малти вырăнсене йышăнни те çирĕплетет. Пушă вăхăта туслă çемье тĕрлĕрен ирттерет. Спорт вăййисемсĕр пуçне Николайпа ашшĕ пулла çỹреме кăмăллаççĕ, Иван вара ытларах конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнма килĕштерет, Марина пушă вăхăтра волейбол секцине çỹрет. Вăл хутшăнса вылякан Елчĕк шкулĕн команди ăмăртусенче малтисен ретĕнче. Каçсерен Черновсене Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче курма пулать. Тĕрлĕ номинацире палăрнă ытти çемьесене асăнма кăмăллă. "Чи туслă çемье" ята Ивановсем çĕнсе илчĕç. Ивановсен кĕçĕн хĕрне _ 7 çулти Элинăна куракансем уйрăмах кăмăлларĕç. Юрлама ăстаскер "Мой папа", "Мой капитан" юрăсем шăрантарчĕ. "Чи талантлă çемье" номинацире Крысовсем палăрчĕç. Мăшăр 13 çул пĕрле пурăнать. Ялта иртекен кон-цертсене, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнаççĕ вĕсем. Черновсем (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ) вара "Спортпа чи туслисем" ята тивĕçрĕç. Вĕсем юрă-ташăра та ăста. Иккĕшĕ те Аслă Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ драма кружок членĕсем. "Чи хаваслă çемье" номинацире çĕнтернисем _ Константиновсем. Çемье юрă-ташăра маçтăр. "Чи интеллектуаллă çемье" ята Яковлевсем тивĕçрĕç. Кил хуçи хĕрарăмĕ Ираида спортпа туслине те çирĕплетсе пачĕ. Бассейнра ыттисем пек 25 метр анчах мар, 75 метр ишме пултарчĕ вăл. "Чи активлă çемье" номинацире Сурковсем çĕнтерчĕç. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Çĕнтерỹçĕсене район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Елчĕкри социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, ЗАГС пайĕн ертỹçи В.Спиридонова саламларĕç. Уявра алă ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Ăна йĕркелекенĕ _ Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем вара юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: уява кашни ял тăрăхĕнчен нумай ачаллă çемьесене йыхравланă, "Улăп" спорт керменĕнче кăмăллă канма май туса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика