Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи ыйтăвĕсем тавра

16 мая 2008 г.

 Ытарайми чăваш çĕршывĕ, тăван енĕм, тăван тавралăхăм! Куçпа виçсе илейми уйсем, вăрмансем, юхан шывсем! Çут çанталăк... Чăваш классикĕ К.В.Иванов çапла çырнă: "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен". Чăн та, хальхи этем хăйĕн аллинче çĕрпе космос вăйне тытса тăрать темелле. Анчах та çут çанталăк саккунĕсене никам та улăштарма пултараймасть. Çавăнпа та çак ыйту çине тĕрĕс хуравлама та йывăр. Çут çанталăк: эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, пĕлĕт, çĕр, шыв, тусем, сăртсем, çырмасем, ỹсен-тăрансемпе чĕрчунсем тата ытти те. Çут çанталăк пире таса та сиплĕхлĕ сывлăш панă. Этем мĕн авалтанах çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курать. Анчах хальхи вăхăтра шутласа кăларнă тĕрлĕрен техника пирки вăл питĕ нумай асап тỹсет. Çĕнĕ технологисем çирĕпленсе пынă май малашне этем хăй те пĕтме пултарать. Ку шухăш тĕрĕс пулнине экологи ыйтăвĕсем те çирĕплетеççĕ: çăл куçсемпе юхан шывсем типсе пыраççĕ, вăрмансем хăрса пĕтеççĕ, пулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕрчунсен йышĕ чакать. Юратнă Пăла юхан шывĕ пирки чĕре ыратать. Мĕн кăна пăрахса тултарман-ши эпир унта? Атте-анне каласа панă тăрăх, унăн шывĕ тăрна куçĕ пек тăрă пулнă, пăхсан тĕпĕнче выртакан чул катăкĕсем курăннă, шыв тăрăх çамрăк ачасем çара уран шыва чăлтăр! чăлтăр! чĕлпĕр! чĕлпĕр! сирпĕтсе чупнă. Халь вара пăхма çук вараланчăк, кĕленче çĕмрĕкĕнчен пуçласа хăрăк турат таранах выртать унта. Çынсем ĕлĕк-авалах çут çанталăка, тăван тавралăха хỹтĕлеме кирлине ăнланнă. Çавăнпа та мĕн авалтанах çĕре хисеплесе тĕрлĕрен уявсем ирттернĕ. Çĕрĕн çуралнă кунĕ пур, тĕрлĕрен йывăçсен çимĕçĕсене паллă туса ирттерекен кунсем те чылай чăвашăн йăли-йĕркинче. Пирĕн пурин те кар тăрса çак тасамарлăха малалла аталанма памалла мар, йĕри-тавра тирпей-илем тăвас пирки пикенсе ĕçлемелле. Килти пур çỹп-çапа урама кăларса тăкмалла мар. Çут çанталăк таса пулни, эпир ăна сыхлама тăрăшни хамăр сывлăхшăн, хамăр пуласлăхшăн тăрăшни пулать. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç "Экологи ыйтăвĕсем тавра" калаçăва хутшăннă 9-мĕш класра вĕренекен Патреккел шкулĕнчи ачасем. Асăннă мероприятие Пĕтĕм тĕнчери çĕр кунне халалласа ирттертĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика