Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПИДран асăрханар

16 мая 2008 г.

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ _ СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 1983 çултанпа çу уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ ăна. Раççейре çак куна пуçласа 1992 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тунă. СПИД чирĕнчен вилекенсене пуçласа 1981 çулта Сан-Францискора (АПШ) регистрациленĕ. Ун чухне çынсем мĕн сăлтава пула вилнине палăртайман. Çав вăхăтран пуçласа паянхи кунччен вара СПИДа пула çĕр чăмăрĕ çинчи 35 миллион çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Паянхи кун СПИД ертнĕ 40 миллион çын шутланса тăрать. Кунсерен тĕнчере 20 пин çын СПИД ертет, чирлĕ амăшĕсенчен çак чирĕн вирусĕллĕ пиншер ача çуралать. СПИД организма лексен унта ĕмĕрлĕх юлать, çыннăн иммунитетне кунран кун пĕтерсе пырать. Çавна пула организм кирек мĕнле чире е наркăмăша çăмăллăнах парăнать. СПИДпа вилнисене асăнмалли куна палăртни ахальтен мар. Унăн тĕп тĕллевĕ _ асăннă чирĕн хăрушлăхĕ пысăккине, унран епле те пулсан сыхланмаллине халăх патне çитересси, хальхи тата çитĕнекен ăрăва мораль тата этеплĕх принципĕсене мала хурса çитĕнме, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма хăнăхтарасси. 2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче ВИЧ-инфекциллĕ 862 çынна палăртнă. Вĕсенчен 755-шĕ хамăр республикăра пурăнать. СПИД хăрушă чир терĕмĕр. Унран сыхланасси хамăртан килет. 3 майпа ерет вăл çынна. Пĕрремĕшĕ _ ар хутшăнăвĕсем урлă. Çавăнпа та ку чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Пĕлнĕ-пĕлмен çынсемпе ар хутшăнăвĕсене кĕресрен сыхланмалла. Презервативпа усă курни асăннă чиртен 98 процент упрать. Иккĕмĕш май _ юн урлă. Чире ертекенсем ку чухне _ наркомансем. ВИЧ-инфекципе татуировкăсем тунă чух та чирлес хăрушлăх пур. Виççĕмĕш май вăл _ СПИДпа чирлĕ амăшĕнчен ВИЧ-инфекципе чирлĕ ачасем çурални. Чăваш Республикинче СПИДпа чирлĕ амăшĕсенчен 82 ача çуралнă, вĕсенчен 9-шне _ ВИЧ-инфекци чирĕн диагнозне лартнă, 16-шне сăнаса тăраççĕ. СПИДран сыватма çук, сиплесе çыннăн пурнăçне тăсма анчах пулать. Сиплеме те пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. "Сывлăх" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн республикăра "ВИЧ-инфекци" çумпрограмма ĕçлет. Унпа килĕшỹллĕн чирлĕ çынсене сиплессипе ĕçлеççĕ. Асăннă чиртен асăрханас тесен мĕн тумалла? Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, моральпе этеплĕх принципĕсене çирĕп пăхăнмалла. Ар хутшăнăвĕсене шанчăклă çынпа анчах кĕмелле. Наркотикпа, тĕрлĕ психотроплă хутăшсемпе усă курассинчен аякра тăмалла. Енчен те тĕрлĕ ыйту сиксе тухрĕ пулсан, республикăри СПИДпа кĕрешекен тата профилактика ĕçĕсене пурнăçлакан центрăн тухтăрĕсенчен, районти тухтăр-наркологсенчен пулăшу ыйтма, е 20-20-86, 62-41-04, 62-41-10 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика