Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейсем килĕшрĕç

16 мая 2008 г.

Эпир, шкул ачисем, темĕн те курма, пĕлме юрататпăр. Шкулта тăрăшса вĕреннисĕр пуçне музейсене çỹреме кăмăллатпăр. Пĕлтĕр Шуршăлти А.Г.Николаев музейĕнче пулнăччĕ. Кăçал вара Шупашкара çула тухрăмăр. Малтанах Кỹкеçри Никита Бичурин музейĕнче пултăмăр. Унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрăмăр. Бичурин манах, çыравçă, куçаруçă пулнине пĕлтĕмĕр. Шупашкарта эпир темĕн тĕрлĕ пулăсем, крокодилсем, пĕчĕк акулăсем, çĕленсем курса савăнтăмăр. Çамрăксен пултарулăх çуртĕнче ачасем ăсталанă экспонатсемпе паллашрăмăр. Чăваш Наци музейĕ пурне те килĕшрĕ. Кунта тĕрлĕ чĕр чунсен макечĕсем пур: упа, пакша, ăмăрт кайăк, кашкăр, хир сысни, пăлан пăрушĕ. Чĕрĕ пекех туйăнаççĕ вĕсем, алăпа тытса ачашлас килет. Эпир ку чĕр чунсене вăрмана ятарласа кайсан та курас çукчĕ. Кунта пурте куç умĕнче. Киле савăнăçлă кăмăлпа таврăнтăмăр. Çакăн пек чаплă экскурси йĕркелесе панăшăн класс ертỹçине Любовь Александровна Горшковăна чун-чĕререн тав тăвас килет. Çавăн пекех директор çумĕ пулса ĕçлекен Светлана Александровна Павловăна пирĕнпе юнашар пулнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика