Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çавăн пек экспонат

16 мая 2008 г.

 Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче 4 пин ытла экспонат шутланать. Аваллăх паллисемлĕ экспонатсен шучĕ самаях пысăк, вĕсемпе паллашма та интереслĕ. Акă, фондри 13-мĕш папкăри 773 тата 4142-мĕш номерлĕ экспонатсене тишкернĕ май мăнаçлăх ытамне кĕрсе ỹкетĕн. 773-мĕш номерпе шута илнĕ сăн ỹкерчĕке 1932 çулта тунă. Чăвашри çул-йĕр йĕркелỹçисен ушкăнĕ Мускавран çул-йĕр ăстисен канашлăвĕнчен таврăннă хыççăн ỹкернĕ ăна. Иккĕмĕш ретри сулахайран виççĕмĕш шурă сухаллă ватă _ Аслă Елчĕк ялĕнче 1851 çулта çуралнă Анисим Максимович Тябуков. 4142-мĕш номерпе А.Тябуковăн кун-çулĕ çинчен çырнине шута илнĕ. Анисим Максимович нумай çул чухăн хресчен шăпипе пурăннă, Аслă Октябрь революцине пысăк хавхаланупа кĕтсе илнĕ, граждан вăрçин тамăкне, выçлăх çулсене ыттисемпе пĕрле тỹссе ирттернĕ. Тăван ялĕнче А.Тябуков _ хресченсене ял хуçалăх артельне чи малтан пĕрлештерекенсенчен пĕри. Вăл хисеплĕ çын пулнă, унăн авторитечĕпе ĕç опычĕ çулсеренех ỹссе пынă. 1928 çулта 8 çын пĕчĕк çеç артель йĕркеленĕ, пуçлăхне Анисим Максимовича суйланă. Пурăна киле ытти хресчен хуçалăхĕсем те колхозалла туртăннă. Колхозниксем малта пыракан агротехникăпа усă курнă, çакă çĕр ĕçĕнче ăнăçу кỹнĕ. Чăвашри Советсен 3-мĕш съездĕнче çулсене лайăхлатас тĕлĕшпе постановлени йышăннине пĕлнĕ хыççăн колхозра хĕрỹ ĕçе кỹлĕннĕ. Аслă Елчĕк колхозĕн председателĕ А.Тябуков лайăх çул тăвас енĕпе районта пĕрремĕш агитатор шутланнă. Чи малтан алла кĕреçе тытса ĕçе пикеннĕ, ватăпа пĕрле çамрăксем пĕрин хыççăн тепри ĕçе пуçăннă. А.М.Тябуков тĕслĕхĕпе кỹршĕ ялсенче те усă курнă. Анисим Максимович энтузиаст тĕслĕхĕпе Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи ял çыннисене çул-йĕр ĕçне явăçтарас тата палăртнă плансене тивĕçлипе пурнăçлас енĕпе республикăра мала тухма пултарнă. Çакăн хыççăн А.Тябукова çул-йĕр строительствин районти техникĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Халăх хуçалăхĕн пысăк тата кирлĕ ĕçне йĕркелеме пултарнăшăн Анисим Максимович хисепе те, чыса та тивĕç. Ахальтен мар пулĕ А.Тябуков çинчен венгерсен писатель-интернационалисчĕ М.Залка çапла каланă: "Тябуков _ чăваш халăхĕн çĕнтерỹ палăкĕ"... 1938 çулта А.М.Тябуков çĕре кĕнĕ, унăн ятне халăх манмасть, ырăпа асăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика