Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхе тĕпе хурса

16 мая 2008 г.

 Юлашки çулсенче Елчĕк район шкулĕсенчи талантлă, анлă тавра курăмлă вĕрентекенĕсемпе вĕренекенсем республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсенче пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ, вĕсем пирки эпир хаçатра çутатсах тăратпăр. Районти шкул ачисем республикăра иртекен предметсен олимпиадисенче, спортра, наукăпа практика конференцийĕсенче палăраççĕ. Вĕренỹ итогĕсемпе Елчĕксем чылай енĕпе республикăра малтисен ретĕнче. Çĕнĕ пуçарусем тăвакан шкулсем, вĕрентекенсем республика, Раççей Президенчĕн хавхалантару призĕсене, грантсене тивĕçеççĕ. 2006 çултанпа пирĕн республикăри шкулсем "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проектне, 2007 çултанпа вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă программăна ăнăçлă пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçлеççĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсем инноваци режимĕпе аталанса пырассине тĕпе хураççĕ. Тухăçлă ĕçлекен шкулсене, педагогсене хавхалантарсах тăраççĕ. Иртнĕ çул çĕнĕлĕх программисене ĕçе кĕртес енĕпе Раççей, республика шайĕнче районти икĕ шкул (Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула 1 миллион тенкĕ субсиди, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула 200 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă) палăрнă пулсан, кăçал çак чыса Лаш Таяпа шкулĕ тивĕçнĕ _ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ. Районти шкулсенчи 6 ăста преподаватель кăçал Раççей Президенчĕн хавхалантару укçине тивĕçрĕç. Çак сумлă парнене тивĕçнисен шутĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Т.В.Титова (Çĕнĕ Пăва), хими предметне ертсе пыракан В.Н.Левая (Елчĕк шкулĕ), математика вĕрентекенĕ С.А.Иванова (Çĕнĕ Пăва), биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Н.А.Карчикова (Çирĕклĕ Шăхаль), чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Н.Н.Кругловăпа (Курнавăш) Ф.А.Скирдова (Çĕнĕ Пăва). Кунта Çĕнĕ Пăвара вĕрентекенсем уйрăмах пултаруллă пулни паллă. Районти шкулсенче вĕрентекенсем çĕнĕлĕхсене пысăк хавхаланупа ĕçе кĕртни, Раççей шайĕнче мала тухма пултарни пирĕншĕн пысăк сум. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: харăсах 6 педагог хавхалану призне çĕнсе илни Елчĕк тата Шупашкар районĕсенчен анчах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика