Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх фильмсене курса савăнăпăр

16 мая 2008 г.

 Кинотеатрта, телевизорпа тĕрлĕ жанрлă çĕр-çĕр кинофильм кăтартаççĕ, унта та кунта фестивальсем кĕрлеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче Шупашкарта Халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан "На Волжском рубеже" кинофестиваль иртĕ. Акан 29-мĕшĕнче уява ирттерес тĕлĕшпе йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ун пирки кинофестиваль йĕркелỹ комитечĕн çумпредседателĕ Олег Урюмцев режиссер тата актер каласа кăтартрĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем: илемлĕ тата документлă фильмсене аталанма пулăшасси, тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси, çамрăксене патриот тата кăмăл-сипет туйăмĕсене хăнăхтарасси. Уявра кăтартнă фильмсем халăхсене пĕр-пĕрне аванрах ăнланма, вĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшĕç. Пирĕн пата Раççей, Германи, АПШ, Инди, Польша, Болгари фильмĕсем çитĕç. "Патриотизм кашни çĕршывăн хăйне евĕрлĕ. Вăл _ пĕр-пĕринпе хирĕçсе-çапăçса пурăннинче мар, тăван тавралăха, атте-аннене юратнинче, хисепленинче", _ терĕ Олег Урюмцев кинорежиссер. Фестиваль вăхăтĕнче 8 кинофильм кăтартĕç. Кинофестивальте камсем пулĕç-ши? Телевизорпа тăтăшах курăнакан В.Литвинов, Н.Хорохорина, А.Васильев, Л.Лужина тата ыттисем те (пурĕ 35 çынна яхăн) çитĕç. Пĕрре Чăвашра пулнă актерсем кунта хаваспах килеççĕ иккен. Акă, Чулхулара çитĕннĕ Л.Хитяева кинофестиваль пирĕн патра иртнине пĕлсен Шупашкар уншăн тăван килĕ пекех пулнине каланă. Илемлĕ фильмсен жюри председателĕ _ А.Джигарханян, документлисен В.Саликов пулĕ. А.Джигарханян, А.Васильев, Л.Лужина актер пулма ĕмĕтленекен яш-кĕрĕм валли мастер-классем ирттерĕç. Шупашкар валли ятарлă кино проекчĕ хатĕррине те асăнчĕ Олег Урюмцев. Чи малтан мĕн кирлĕ? Студи. Шăпах вăл пирĕн çук та. Студи пулсан аппаратурăна та Мускавран илсе килме шантарчĕ кинорежиссер. Шел, çак ĕç хăçан вырăнтан тапранасси хальлĕхе паллă мар. Ачасем _ пирĕн пуласлăх. Çакăн пирки те тĕл пулура манмарĕç. Халĕ телекуравпа "çỹп-çап" тем чухлех кăтартаççĕ. Ача-пăчана вара тĕрĕс воспитани памаллине шута илсе фестивальте ачасен фильмĕ те пулĕ. "Смерш" сериал актерĕсен тата Шупашкар хула администрацийĕн командисем футболла та вылĕç. Олег Урюмцев хăй камсемшĕн выляссине те систерчĕ: "Пĕррехинче актерсемпе пĕр командăра пултăм. Мечĕке хăваланă чухне урана хуçрăм. Çакăнтанпа актерсемшĕн вылямастăп". Пур кинофильма та ыр кăмăллăха тĕпе хурса кăтартма палăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене "Чи лайăх документлă фильм", "Чи лайăх ача-пăча фильмĕ", "Чи лайăх режиссер ĕçĕ", "Чи лайăх сценари", "Чи лайăх оператор ĕçĕ", "Фильм валли çырнă чи лайăх юрă-кĕвĕ", "Чи лайăх вылянă арçын ролĕ", "Чи лайăх вылянă хĕрарăм ролĕ", "Иккĕмĕш планри чи лайăх роль" номинацисемпе палăртĕç. Гранприе вара чи лайăх илемлĕ фильм çĕнсе илĕ. Çĕнтерỹçĕсем "Ылтăн Анне" статуэткăна тивĕçĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика