Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕршыв паспортне _ çĕнĕлле

13 мая 2008 г.

 Чăваш Республикинче 2008 çулхи пĕрремĕш кварталтан пуçласа ют çĕршывăн çĕнĕ йышши паспорчĕсене пама пуçларĕç. Тĕрĕссипе, çĕнĕ йышши паспортсемпе Раççейре 2007 çултах тивĕçтерме пуçланă. Чи малтан Мускав, Питĕр хулисенче, Калининград облаçĕнче 100 пин паспорт панă. Кăçалтан ăна пурте илме пултараççĕ. Раççей гражданинĕсем ют çĕршыв паспорчĕпе чикĕ урлă каçнă чухне тĕрĕслев витĕр çăмăллăнах тухаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет, маларах илнĕ ют çĕршыв паспорчĕсем те вăйрах. Çĕнĕ йышши паспорт мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Пĕтĕмĕшле илсен, пысăк улшăнусем çук та. Титул страницине пластикран хатĕрлеççĕ, вăл хулăмрах. Тĕп уйрăмлăх _ çĕнĕ паспортăн пĕр страницинче ятарлă микрочип пурри. Унта гражданин пирки пĕтĕм информацие кĕртеççĕ: тĕрлĕ тĕслĕ цифрăллă сăн ỹкерчĕк, хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, хăçан çурални, арлăха палăртни, паспорт номерĕ, ăна хăçан пани тата хăçанччен усă курма юрани. Паспортпа виза докуменчĕсене сыхлас тĕллевпе Раççей стандартне пăхăнса паспорт çине электронлă-цифрăллă майпа алă пусаççĕ. Çавăн пекех Раççейре паспортри микрочипа информаципе тата пуянлатасшăн. Çитес вăхăтра унта куç, пит, алăсем пирки информаци кĕртме палăртаççĕ. Паспорта çĕнĕ йышши электроникăпа хатĕрленĕрен, унпа ют çынсем пачах та усă курма пултараймаççĕ. Паспорт илес тесен чи малтан районти миграци службин территори пунктне килмелле. Çĕнĕ йышши паспорт илес тесен çак документсем кирлĕ: 1. Палăртнă формăпа икĕ экземплярпа ыйтса çырни. 2. Патшалăх пошлинине тỹленĕ квитанци (1000 тенкĕ). 3. 3,5 х 4,5 см виçеллĕ икĕ сăн ỹкерчĕк. 4. Çар билечĕ, çар тивĕçне пурнăçланă паллă пулмалла е çар комиссариатĕнчен панă справка (18-27 çулхи арçынсем валли). 5. РФ гражданинĕн паспорчĕ, 2, 3, 5, 17, 19-мĕш страницăсен ксерокопийĕ. 6. Ĕç кĕнекин ксерокопийĕ. Енчен те 18 çул тултарман ача валли ют çĕршыв паспорчĕ илес тесен çак документсем пулмалла: 1. 18 çул тултарман ача валли палăртнă формăпа икĕ экземплярпа ыйтса çырни. 2. Патшалăх пошлинине тỹленĕ квитанци: _ 14 çул тултарман ачана _ 500 тенкĕ; _ 14-18 çултисене _ 1000 тенкĕ. 3. 3,5 х 4,5 см виçеллĕ икĕ сăн ỹкерчĕк. 4. Çурални çинчен ĕнентерекен хут, унăн ксерокопийĕ, унпа пĕрлех ача Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен хут (14 çул тултарманнисене). 5. Çурални çинчен ĕнентерекен хут, паспорт, вĕсен ксерокопийĕсем (14 çултан иртнисене). 6. Ашшĕн е амăшĕн, опекунăн е попечителĕн РФ паспорчĕ, 2,3, 5, 17, 19-мĕш страницăсен ксерокопийĕ. 7. Опекун пулнине ĕнентерекен документ, унăн ксерокопийĕ. Ют çĕршыв паспорчĕсене пĕр уйăхра хатĕрлесе параççĕ. Ют çĕршывăн çĕнĕ йышши паспорчĕсене Шупашкарта хатĕрлеççĕ. Ыйтусем пулсан пирĕн пата пымалла, пĕтĕмпех ăнлантарса парăпăр. Ĕç графикне палăртнă йĕркепе килĕшỹллĕн хатĕрленĕ. Тунти кун, юн кун эпир граждансене 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, ытлари кун, кĕçнерни кун, эрне кун _ 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика