Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăл кун йĕрки?

13 мая 2008 г.

Нумаях пулмасть 2-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче сывлăха упрас пирки калаçу иртрĕ. Ачасем пурте интересленсех итлерĕç, нумай ыйтусем пачĕç. Иккĕмĕш парта хушшинче ларакан Дима çеç салхуллăн ларнине асăрхарăм. _ Мĕн пулнă сана, чирлерĕн-им? _ ыйтрăм Димăран. _ Манăн шкулта вĕренме пуçланăранпах пуç ыратать, _ терĕ вăл кĕскен. Хăйне начар туйнă пирки унăн пĕрмаях ыйхă килет иккен. Малалла пирĕн сăмах кун йĕрки çине куçрĕ. Шкултан таврăнсан, апат çинĕ хыççăн, Дима тỹрех телевизор умне ларать. Кĕнеке вулама та юратать вăл, 3-4 сехет пĕр чарăнмасăр вулама пултарать. Тепĕр чухне çывăрма 11 сехет иртсен çеç выртать. Каçхине час выртманнипе ирхине унăн пуçĕ ыратать, вĕçĕмсĕр çывăрас килет. Дима кун йĕркине çирĕп пăхăнман пирки сиксе тухнă та ĕнтĕ çак инкек. Ун пек ан пултăр тесен, кашни шкул ачин кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Ирхине вăраннă хыççăн вырăн çинче йăваланса ан выртăр. Тăрсанах зарядка тăвăр. Унтан, çăвăннă хыççăн, апат çиме ларăр. Çимесĕр шкула тухса ан кайăр. Уроксем вĕçленсен 2-3 сехет уçă сывлăшра çỹреме тăрăшăр, кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлăр. Кĕнеке-журнала нихăçан та выртса ан вулăр. Пĕр канмасăр 1-1,5 сехетрен ытла вулама юрамасть. Килти ĕçсене тума та тимлĕх кирлĕ. Уроксене шкултан килнĕ хыççăн 2-3 сехетрен, канса илнĕ хыççăн хатĕрленме пуçлăр. Чи малтан çырмалли уроксене хатĕрленмелле, кайран _ вуламаллисене. Яланах йывăррисенчен пуçламалла. Уроксене сĕтел хушшинчен тухмасăр хатĕрленни те сиенлĕ. Кун пек хăвăра кăна ывăнтаратăр, вулани пуçа кĕми пулать. Ун пек ан пултăр тесен 1,5-2 сехет иртсен 15-20 минут канса илĕр. Вырсарни куна кашниех усăллă ирттерме тăрăшăр: уçă сывлăшра çỹрĕр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнăр. Хăш-пĕр ачасем урамра выляса е кĕнеке вуласа апат çинчен манаççĕ. Çакă питĕ сиенлĕ. Çавăнпа кашни кунах 4-5 хутчен яланах пĕр вăхăтра апат çимелле. Каçхине çывăриччен пĕр сехет малтан апатланмалла. Çывăрас умĕн пỹлĕме уçăлтармалла. Пит-куçа, урасене çума, шăлсене тасатма та ан манăр. Çывăрма яланах пĕр вăхăтра выртăр. Шкул ачин 9-10 сехетрен кая мар çывăрмалла. Çакăн пек кун йĕркипе пурăнсан пуç та ыратмĕ сирĕн, шкулта уроксем ответлеме яланах уçă кăмăл пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика