Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалист призĕсемшĕн

13 мая 2008 г.

Шкулсенче вĕренекенсем футболла выляса "Сăран мечĕк" клубăн призĕсемшĕн ирттерекен турнир аслă ушкăнти çамрăк футболистсен Елчĕкри тĕп стадионта финалти вăйăсемпе вĕçленчĕ. Ăна кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, Геннадий Ананьевич Захаров воин-интернационалиста та халалланă. Исемпел ялĕнче çуралса ỹснĕ Г.Захаров мĕн çамрăклах футбол вăййине килĕштернĕ. "Сăран мечĕк" клубăн призĕсене, "Çамрăклăх" турнирăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртусене хутшăннă. Районăн пĕрлештернĕ командинче вылянă. 1986-1988 çулсенче "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята тивĕçнĕ. Çара кайсан интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Шел, пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайнă. Г.Захаровăн тренерĕ В.Кудряшов пуçарнипе, воин-интернационалистăн шăллĕ О.Захаров йĕркеленипе иртнĕ çул унăн ячĕпе турнир пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. Кăçал çамрăк футболистсем турнирта иккĕмĕш хут тĕл пулчĕç, Г.Захарова асăнса ăсталанă куçса çỹрекен Пысăк кубокшăн, медальсемшĕн кĕрешрĕç. Сăмах май, Геннадин шăллĕ _ Олег Ананьевич _ ăста спортсмен. Самбо, алăпа çапăçасси, джиу-джитсу енĕпе тĕрлĕ шайсенчи спорт мастерĕ, тĕрлĕ ăмăртусен чемпионĕ, кубоксен хуçи. Хăй те спортпа кăсăкланнăран, районти спорт шкулĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме тăрăшать. Кăçал çеç вăл спорт судйисен формин комплектне, мечĕксем, футбол хапхисен сеткисене парнеленĕ, тĕп стадиона йĕркелеме пулăшнă. "Сăран мечĕк" клубăн призĕсемшĕн, Г.Захаров воин-интернационалиста асăнса иртнĕ финалти вăйăсене хăйсен ушкăнĕсенче çĕнтернĕ 3 команда _ Патреккелти, Елчĕкри, Лаш Таяпари вăтам шкулсенчи аслă классенче вĕренекен çамрăк футболистсем хутшăнчĕç. Елчĕк шкулĕн команди чи малтанах Лаш Таяпасемпе тĕл пулчĕ. Ф.Тихоновпа П.Егоркин Елчĕк çамрăкĕсем кĕртнĕ мечĕксем çине Лаш Таяпари А.Ильин пĕр голпа ответлеме пултарчĕ. Иккĕмĕш вăйăра Лаш Таяпасемпе Патреккелсем тĕл пулчĕç. Кунта никам та хăйсем вăйлă пулнине кăтартса параймарĕ _ 2:2. Тĕп призсене кам çĕнсе илесси виççĕмĕш вăйăра палăрчĕ. Кунта Елчĕксем Патреккелсене пĕр шанăç та хăвармарĕç _ 4:0. Елчĕкри шкулти Ф.Тихонов, П.Егоркин, Д.Архилин вăйă шутне 3:0 çитерчĕç. Патреккел футболисчĕ Елчĕксене "пулăшса" хăйсен хапхине мечĕк кĕртрĕ. Турнирăн çĕнтерỹçисем _ Елчĕксем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Лаш Таяпасемпе Патреккелсем йышăнчĕç. Финалти вăйăсене хутшăннă кашни çамрăк футболист Г.Захарова асăнса хатĕрленĕ медале тивĕçрĕ. Çавăн пекех тренерсене, ăмăртăва хатĕрлеме активлă хутшăннă çынсене те призсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Турнира ирттерме хутшăннă Ю.М.Иванов,А.Н.Портнов, А.А.Павлов, Ю.Н.Титов, Г.Давыдов, С.Чермаков спонсорсем те чыса тивĕç. Çитес çул та Г.Захаров воин-интернационалиста асăннă турнир иртĕ. Унта республикăри, районти эстрада çăлтăрĕсен концертне ирттерме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика