Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнирта Елчĕксем çĕнтерчĕç

13 мая 2008 г.

Районта футбол вăййине никĕсленĕ, нумай çул спорт комитетне ертсе пынă В.Г.Кудряшова асăнса футбол вăййин районти кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ турнир вĕçленчĕ. Кубокшăн пыракан ăмăртусене ял тăрăхĕсен, шалти ĕçсен пайĕн командисем хутшăнчĕç. Тĕп вăйă Аслă Çĕнтерỹ 63 çул тултарнă кун Елчĕкри тĕп стадионта иртрĕ. Финалта Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен футболисчĕсем тĕл пулчĕç. Командăсен ăсталăхĕ пĕр евĕрлĕ, çавăнпа вăйă та хĕрỹ иртрĕ. Пĕрремĕш таймра мечĕк хапхана кĕнине курма тỹр килмерĕ. Вăййăн иккĕмĕш çуррин пуçламăшĕнче Çирĕклĕ Шăхальсен шута уçма май пулчĕ. Елчĕксем хăйсен площадкинче сăпайсăр вылянăран Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн футболисчĕсем 11 метртан хапха енне тапрĕç, анчах та мечĕке кĕртеймерĕç. Вăййăн, çавăн пекех турнирăн шăпине пĕртен-пĕр мечĕк татса пачĕ. Иккĕмĕш таймăн 15-мĕш минутĕнче Елчĕк ял тăрăхĕн командинчи Ю.Иванов хапхана мечĕке вирхĕнтерчĕ. Çирĕклĕ Шăхальсем вăйă шутне улăштарас тесе чылай тăрăшрĕç, анчах та хальхинче ăнăçу Елчĕксем енче пулчĕ. Вĕсем турнирăн тĕп призне _ куçса çỹрекен кубока, В.Г.Кудряшовăн ывăлĕн, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн В.В.Кудряшовăн хаклă парнине _ такана тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика