Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем хамăршăн

13 мая 2008 г.

 Елчĕке пырса кĕрсенех пĕрремĕш _ Юбилейная урамăн сулахай енĕпе тĕрлĕ йывăçсем ỹсетчĕç. Хитрелĕхĕпе илĕртместчĕç вĕсем куçа. Çавна шута илсе кăçал вĕсен пысăк пайне касса тирпейлерĕç. Район центрне аталантармалли планпа килĕшỹллĕн кунта парк тума пуçăннă. Вăл тăршшĕпе 550 метра тăсăлать. Варрипе хитре плитасенчен хывнă çуран утмалли тротуар сараççĕ, айккисемпе канса лармалли саксем вырнаçтараççĕ. Кĕркунне икĕ енĕпе хитре йывăçсем лартаççĕ, парка çĕрле çутатса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх работникĕсем тротуар сараççĕ. Анчах ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Çакна шута илсе ĕçе тепĕр бригадăна явăçтараççĕ. Тротуарăн икĕ енĕпе хура тăпра турттарса тикĕслеççĕ, газон курăкĕ акса хăвараççĕ. Пурăнакан çуртсенчен автомашинăсемпе аслă çул çине тухмалли пĕчĕк çул та пулать. Пĕтĕм ĕçе районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ тĕлне вĕçлемелле. Тунти кун кунта район пуçлăхĕ Н.Миллин çак ĕçшĕн яваплă ертỹçĕсемпе пĕрле пулчĕ, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн тата "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн палăртнă ĕçсене хăвăртлатмаллине асăрхаттарчĕ. Çывăх вăхăтрах çак тăрăх хитре, çынсене канмалли вырăн пулса тăмалла. Чи малтанах вăл Юбилейная урамра пурăнакансемшĕн пулать. Анчах хитре паркпа Юбилейная урамри çуртсен таса мар картишĕсем юнашар çĕрпе пĕлĕт пек пулни тĕлĕнтерет. 15-мĕш çурт картишне пырса кĕрсенех тасамарлăх, унта-кунта кирлĕ мар япаласем выртни е купаласа хуни куçа тăрăнать. 14-мĕш çурт картишĕнче те çакнашкал ỹкерчĕк. Икĕ çурт умне те çỹллех мар тимĕр картасенчен чечексем, хитре йывăçсем ỹстерме пахча тытнă. Анчах вĕсене пахча тесе калама сăмах çаврăнмасть. Шалта хыт-хура, ашкăрса кайнă йывăçсем ỹсеççĕ. Тимĕр картасем авăнса пĕтнĕ, хăш-пĕр пайĕсем унта та кунта йăваланса выртаççĕ. Шĕветнĕ газпа районта усă курма пăрахни кĕçех 20 çул çитет. Анчах унăн емкоçĕ халиччен те çавăнтах. Ун йĕри-тавра тытнă карти те авăнса пĕтнĕ. "Чебурашка" ача сачĕн территорине те "Солнышко" ача са-чĕпе танлаштараймăн. Иккĕмĕш ача садĕнче территорие ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпе тирпейлесе, юсаса тăраççĕ пулсан, Юбилейная урамра вырнаçнă ача садĕнче урлă выртана тăрăх çавăрма шутламаççĕ. Канашри "Водрем" ООО çурт-сенчен тухакан таса мар шыва юхтарса кăларма канализаци пăрăхĕ хывнă. Техникăпа тикĕсленĕрен унта та кунта тăпра куписем чылай. Паллах, газ емкоçне кăларассишĕн, çĕре тикĕслессишĕн коммуналлă хуçалăх, канализаци хывнă организаци яваплă пулĕ. Анчах çак урамра пурăнакансем тирпей-илем кĕртессипе нимĕн те туманни тĕлĕнтерет. Картишне илемсĕрлетсе выртакан автомашина рамисене, ураписене, чул куписене, ытти ăпăр-тапăра хамăрăнах пуçтармалла, тиесе ăсатмалла, хăрăк картасене çĕнетмелле, сарайсене, гаражсене юсамалла, сăрламалла. Картишсене тирпей-илем кĕртме нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрле тухмалла. Çак ĕçсене никам та килсе туса памасть. Тĕслĕх илмелли ялсем те çук мар пирĕн. Акă, Патреккел _ пысăк ял. Тасалăх, тирпейлĕх енĕпе вăл ытти ялсенчен чылай уйрăлса тăрать. Унта, темиçе киле шутламасан, çуртсен умĕсенче кирлĕ мар япала выртмасть. Çуртсен умĕсенчи пахчасен решеткисене çĕнетсе, сăрласа тăраççĕ. Çулăн икĕ енĕпе те ешĕл курăк куçа илĕртет. Ял варринче качакасем çỹренине те курмарăмăр. Вĕсене улăха, çурт умĕнчи курăк çине кăкараççĕ. Ытти ялсенче пăралуксем таса мар. Патреккелти темиçе пăралук умĕпе иртрĕмĕр, çỹп-çап, кирлĕ мар япала асăрхамарăмăр. Çын ырра кура ырра, начара кура начара вĕренет, теççĕ халăхра. Патреккелсем пĕр-пĕрне кура тирпейлĕ пурăнма вĕренсе пыраççĕ. Елчĕкри Юбилейная урамра пурăнакансен вара тирпей-илемпе пурăнма вĕренмелли пайтах-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика