Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир чи вăйлине тепĕр хут çирĕплетрĕмĕр

13 мая 2008 г.

 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Олимпийский" стадионра XXIII Тĕнче кубокне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. 55 çĕршыв спортсменĕ тухрĕ стадионти парада. Республика ертỹçи Н.Федоров Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕ пуçланни çинчен пĕлтерсен стадион çийĕн Раççейпе Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче, çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче, залив хĕрринчи трасса çинче юниорсемпе юниоркăсем _ 10, арçынсем 20 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Юниорсенчен ăмăртăвăн малтанхи тапхăрĕнченех Раççей команди ыттисенчен, тĕп йышран уйрăлса мала тухрĕ. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Эдикт Хайбуллин тата Мордва спорт шкулĕн ăстисем Денис Стрелковпа Алексей Барцайкин юнашар пычĕç. Анчах трасса çинчи судьясем Эдикта утмалли меле пăснă тесе виçĕ асăрхаттару хыççăн дисквалификацилерĕç. Кăштахран вĕсен хушшине Китай чемпионĕ, Олимпиадăна хутшăнма пĕрлештернĕ командăна суйласа илнĕ Динг Чин "хĕсĕнсе" кĕме пултарчĕ. Финиш йĕрĕ урлă вĕсем çак йĕркепе каçрĕç: Алексей Барцайкин (вăхăчĕ _ 39 минут та 57 çеккунт), иккĕмĕшĕ _ Китай спортсменĕ (40:17). Виççĕмĕш вырăн йышăннă Денис Стрелков унран пилĕк çеккунт кая юлчĕ. Команда зачетĕнче А.Барцайкинпа Д.Стрелковăн вăхăчĕ чи лайăххи. Вĕсем _ пĕрремĕш! Иккĕмĕш вырăнта _ Китай, виççĕмĕшĕ _ Испани командисем. Юниоркăсен 10 çухрăмлă дистанцийĕнчи кĕрешỹ те старт хыççăнах çивĕчленчĕ. Татьяна Калмыковăпа Эльмира Алембекова (Мордва Республики) тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекен чăваш хĕрĕ Ирина Юманова (Патăрьел районĕ) Раççей ялавне çỹле çĕклесе финиша çитрĕç. Татьяна Калмыкова (вăхăчĕ 42 минут та 44 çеккунт) _ пĕрремĕш, пирĕн Ирина (унăн кăтартăвĕ Таньăн вăхăтĕнчен темиçе çеккунт нумайрах _ 43:23) _ иккĕмĕш! Команда зачетĕнчи кăтартупа Татьянăпа Ирина ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Малта, каларăмăр ĕнтĕ, _ Раççей, иккĕмĕшĕнче _ Румыни, виççĕмĕшĕнче _ Колумби хĕрĕсем. Трассăна 20 километра утакан арçынсем йышăнчĕç. Раççей чысне Сергей Бакулин, Валерий Борчин, Виктор Бураев тата Андрей Кривов хỹтĕлерĕç. Пĕртте çăмăл килмерĕ вĕсене, мĕншĕн тесен çав кун пирĕн спортсменсемпе пĕрлех Испани мухтавĕ Франсиско Фернандес старта тухрĕ. Вăл юлашки метрсенче мала тухса Валерий Борчина (1:18:21) иккĕмĕш вырăна хăварчĕ. Виççĕмĕшĕнче _ Едер Санчес (Мексика) (1:18:34). Çĕнтерỹçĕн вăхăчĕ _ 1 сехет те 18 минут та 15 çеккунт. Командăсен ăмăртăвĕнче Раççей команди каллех малта, ыттисенче _ Испани, Австрали... Арçынсем 50 километра утрĕç. Йышлăн вĕсем _ 97 спортсмен. Вунă километр утса тухнă хыççăн мала Д.Нижегородов (Мордва Республики), унăн ентешĕ В.Канайкин тата А.Шварцер (Итали) тухрĕç. Д.Нижегородовпа В.Канайкин тата А.Шварцер чи чăтăмлисем пулчĕç, чыслав пьедесталĕ çинче тăрса тивĕçлĕ награда илчĕç. Нижегородов вара тĕнчен çĕнĕ рекорчĕпе савăнтарчĕ _ 3:34:14. Командăсен хушшинче 50 километрта пĕрремĕш вырăна Раççей спортсменĕсем йышăнчĕç, иккĕмĕшне _ Италирен килнĕ хăнасем, виççĕмĕшне _ мексикансем. Хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокне хĕрарăмсен 20 çухрăмлă дистанцири тупăшăвĕ чаплă аккордпа вĕçлерĕ. Юлашки комплектăн ылтăн медальне Мордва спортсменки Ольга Канискина çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш призер йышне чăваш спортсменки Татьяна Сибилева кĕчĕ. Тепĕр чăваш хĕрĕн Людмила Архиповăн тăваттăмĕш кăтарту. Пилĕк çул каялла Европа кубокĕ умĕн Шупашкар заливĕн çыранĕнче уçнă Амăшĕн монуменчĕ умĕнче Тĕнче кубокĕн ăмăртăвне хутшăннисене чысларĕç. Чыслав каçне Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, IAAF Президенчĕ Ламин Диак, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев хутшăнчĕç. Шупашкар мэрĕ Николай Емельянов IAAF ялавне XXIV Тĕнче кубокне йышăнакан Чиуауа (Мексика) хулин делегацине ăнăçу сунса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика