Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чыспа ăсататпăр _ чыспа таврăнăр"

13 мая 2008 г.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче "Призывниксен кунĕ" иртрĕ. Унта районти çар комиссарĕ В.Буклаков, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Н.Московский, район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, шкул ачисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. В.Буклаков, Н.Московский, Л.Левый ыран салтак ретне тăракан çамрăксене такăр çул сунчĕç, салтак ятне, ял тата район чысне çỹллĕ шайра тытма, çĕршыва тивĕçлипе хỹтĕлеме сĕнчĕç. "Чыспа ăсататпăр, чыспа таврăнăр", _ терĕç вĕсем. Ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен В.Сайкин сăмах илчĕ, ыранхи салтаксене ăнăçу суннă май Тăван çĕршыва сыхласси кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çар комиссариачĕн 1-мĕш отделени начальникĕн аслă пулăшуçи В.Шалыгин пуçтарăннисене пулас салтаксен малтанхи кунĕсенчи пурнăçĕпе паллаштарчĕ, çар формин виçĕ тĕсĕ тата салтакăн апат-çимĕçĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсене парнесемпе тата халал хучĕпе чысланă хыççăн Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата библиотека ĕçченĕсем пухăннисене патриотизм туйăмĕсене вăратакан кĕвĕ-çемĕ парнелерĕç. Юлашкинчен Александр атте призывниксен ячĕпе Николай Святитель ячĕллĕ часавайра молебен вуларĕ. Çар ретне кăçал районăн 45 çамрăкĕ тăрать. Хальхи призыв кампанийĕнче çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ, чылай отсрочкăна чакарнă. Çамрăксем çар ретĕнче çулталăк çурă мар, пĕр çул анчах пулаççĕ. Çар призывĕ унчченхи пек çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен мар, утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Маларах ача çуралсан е мăшăрĕ йывăр çын пулсан, çамрăксене салтака яма тăхтаса тăнă пулсан, кăçалтан вĕсене отсрочка памаççĕ. Анчах салтак мăшăрĕн тата вĕсен ачисен шăпишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ парасси çинчен" Саккунпа килĕшỹллĕн, кăçалтан призывпа çар ретне тăракан салтакăн йывăр çын мăшăрне пĕр хутчен 14 пин тенкĕ тỹлеççĕ. Ку чухне йывăр çын хĕрарăмăн срокĕ 180 кунран кая пулмалла мар. Енчен те призывникăн 3 çултан иртмен ачи пур пулсан, уншăн уйăхсерен 6000 тенкĕ пособи тỹлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика