Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă олимпиеца асăнса

08 мая 2008 г.

Çăмăл атлетсен ăсталăхне ỹстерес, республикăри ăмăртусене хутшăнма спортсменсене суйласа илес, хамăр ентеше, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, çуллахи XVI Олимп вăййисен бронза призерне Ардалион Васильевич Игнатьева асăнса районта ăмăрту иртрĕ. Унта шкулсен, ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Çăмăл атлетсем тĕрлĕ енлĕ ăмăртрĕç: 100, 200, 400, 800, 1500, 3000 метрлă дистанцисене чупрĕç, çỹллĕшне, тăршшĕне сикрĕç, йĕтре тĕртрĕç, эстафетăна хутшăнчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре чемпионсем çуралаççĕ. Хăш-пĕр çăмăл атлетсем темиçе ăмăртăва хутшăнма кăмăлларĕç. Акă, А.Федоров (Елчĕк шкулĕ) 100, 200, 400, 800 метрлă дистанцисенче çĕнтерчĕ. Р.Немцев (Аслă Елчĕк) 200, 400 метрлă дистанцисенче палăрчĕ. Çак шкулти Д.Обручков 100 метрлă дистанцинче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех Дмитрий тăршшĕне сикессипе, йĕтре тĕртессипе те палăрчĕ. А.Антоновпа (Кушкă) А.Кузнецова (Курнавăш) та тĕрлĕ енлĕ ăмăртура çĕнтерỹçĕсен йышĕнче курма май пулчĕ. Çăмăл атлетсен эстафетинче Елчĕкри вăтам тата Чăваш Тăрăмри тĕп шкулсен командисем малти вырăна тухрĕç. Иккĕ-мĕшсем _ Аслă Елчĕксемпе Çуткỹлсем, виççĕмĕшĕсем _ Курнавăшсемпе Аслă Таяпасем. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Курнавăшри вăтам, Энтепери, Чăваш Тăрăмри, Хăвăлçырмари тĕп шкулсен çăмăл атлечĕсем палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕсене ентешсем _ СССР спорт мастерĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Б.Атаманов, СССР спорт мастерĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Анисимов саламларĕç, призсем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика