Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйăсем малалла пыраççĕ

08 мая 2008 г.

Шкулсенче вĕренекенсем хушшинче футболла выляса "Сăран мечĕк" клубĕн призĕсемшĕн ирттерекен районти турнирăн çĕнтерỹçисем паллă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем икĕ ушкăнра ăмăртнă. 1995 çулхи тата унран çамрăкрах футболистсенчен (кĕçĕннисен ушкăнĕ) Тăрăмсене çитекен пулман. Вĕсем _ çĕнтерỹçĕсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Чăваш Тăрăмсемпе Энтепесем. 1993 - 1994 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсем (вăтам ушкăн) те хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Кунта финалта Чăваш Тăрăмсемпе Тĕмерсем тĕл пулнă. 1:0 шутпа çĕнтерсе Тĕмерсем малти вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăна Хăвăлçырмасем йышăннă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен командисем хушшинче те ăмăртусем хĕрỹ иртнĕ. Хĕр ачасен ушкăнĕнче кĕрешĕве 9 команда тухнă. Финалти вăйăсене 3 команда _ Курнавăшсем, Кĕçĕн Таяпасем, Кушкăсем хутшăннă. Кунта Курнавăшсем Кĕçĕн Таяпасене 3:0, Кушкăсене 3:1 шутсемпе парăнтарнă, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш _ Кĕçĕн Таяпасемпе Кушкăсем. Арçын ачасем кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсенче вăй виçнĕ. Кĕçĕннисенчен Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди палăрнă. Призлă вырăнсене Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем илнĕ. Вăтам ушкăнта Елчĕк шкулĕн çамрăк футболисчĕсем никама та шанăç хăварман. Вĕсем _ пĕрремĕш вырăнта. Патреккелсемпе Кивĕ Эйпеçсем те призерсен йышне кĕнĕ. Аслă ушкăнри çамрăк футболистсен финал вăййисем паян Елчĕкри тĕп стадионта иртеççĕ. Елчĕк, Патреккел, Лаш Таяпа шкулĕсен командисем çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçессишĕн кĕрешĕве тухаççĕ. "Сăран мечĕк" клубăн призĕсемшĕн пыракан республикăри ăмăртусем Аслă Çĕнтерỹ уявĕ хыççăн пуçланаççĕ. Унта районти турнирта ушкăнсенче çĕнтернĕ командăсем хутшăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика