Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене çирĕп пăхăнсан

08 мая 2008 г.

Чăваш Ен территорийĕнче пурĕ 25 ĕç тăвакан уголовлă инспекци шутланса тăрать. Юсану тата обязательнăй (судпа айăпланă çынсене тĕп ĕçрен пушансан тỹлевсĕр ĕçлеттерни) ĕçсемлĕ, паллă должноçсене йышăнас е паллă ĕçпе ĕçлес правăна тытса илессипе çыхăннă наказанисене пурнăçа кĕртесси, условлă айăпланă çынсене, йывăр çын хĕрарăмсене тата çамрăк ача амăшĕсене, çул çитмен çамрăксене контроллесе тăрасси асăннă инспекцин тĕп ĕçĕ пулса тăрать. Общество йĕркелĕхне тытса тăрас, преступноçа хирĕç кĕрешессине ỹстерес тĕллевпе инспекци членĕсем тĕп наказани çумне хушма тивĕçсемпе чарусем палăртма, тĕрĕслев вăхăтне тăсма, уйрăмах сĕмсĕр айăпçăсене ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Елчĕк районĕнчи ĕç тăвакан уголовлă инспекцин ертỹçи, шалти службăн аслă лейтенанчĕ Т.Семенова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 4 уйăхра кунта 78 айăпçăна регистрациленĕ. Хăйсене тивĕçлĕ тытманшăн вĕсенчен 12-шĕн тĕп наказанийĕсем çумне хушма тивĕçсемпе чарусем палăртнă, 5 айăпçăн тĕрĕслев срокне тăснă. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă 4 çынна ирĕк прависĕр хăварса хупса усрамалли вырăнсене янă. Çав вăхăтрах 2 айăпçăна хăйсене тивĕçлĕ тытнăшăн условлă айăплавран срокчен хăтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика