Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă вырăнсене сума сăвар

08 мая 2008 г.

Сăваплă вырăнсене сума сăвар Масарсен, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен таврашĕсем чи таса, сăваплă вырăнсем шутланаççĕ. Вилнисене асăнмалли кун çитнĕ, уявсен умĕн анчах мар, ытти чухне те вĕсене тирпейлесе тăрасси çинчен манмалла мар. Аслă Çĕнтерỹ умĕн район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсен специалисчĕсемпе пĕрле ялсенче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене мĕнле пăхса тăнипе кăсăклантăмăр. Питтĕпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Яманчỹрел ялĕсенче эпир пынă чухне пикенсех палăксен йĕри-таврашĕсене йĕркене кĕртетчĕç. Лаш Таяпари обелиск архитектура тĕлĕшĕнчен ытти ялсенчи палăксенчен уйрăлса тăрать. Виçĕ теçетке çула яхăн каялла хăпартса лартнăскере, Лаш Таяпасем çак вăхăтчен лайăх пăхса тăраççĕ. Тĕрĕссипе илсен, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Шăмалак, Яманчỹрел, Çĕнĕ Эйпеç, Вăрăмхăва ялĕсенчи палăксем те хăйне евĕрлĕ. "Никама та манман, нимĕн те манăçман" тесе палăртса каланисене ылтăн шывĕпе çырнине иртен-çỹренсем аякранах асăрхаççĕ. Çакă палăксене эстетика тĕлĕшĕнчен илем кỹрет. Маларах асăннă ялсенчен чылайăшĕнче шурă хурăнсем тăррисене тĕрлĕ вĕçен кайăк йăва çавăрнине пула палăксем, вĕсен йĕри-таврашĕ вĕçен кайăк каяшĕпе вараланаççĕ. Çу каçипе ăна тасатса ĕлкĕрме те çук, паллах. Çавна май çак сăваплă вырăнсен территорийĕсене Вăрăмхăвари пек чăрăшсем лартса ỹстерсен аван пулмалла. Патреккелти салтак-воина асăнса лартнă палăка кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă çынсем пулăшнипе реставраци туса çĕнетнĕ. Территорие мрамор плитасем сарнă, икĕ айккипе кăвак чăрăшсем лартса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика