Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пĕрле

08 мая 2008 г.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе культработниксем пуçарнипе "Икĕ пушмак _ мăшăр" ятлă уяв йĕркеленĕ. Унта вĕсем Елена Пантелеймоновнăпа Александр Иванович Черновсем çемье çавăрни 50 çул çитнине чыс тунă. Черновсене саламлакансем йышлăн пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин "Ылтăн туйпа" çырнă лента çакса янă. Черновсем ултă ача çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хунав янă. Чи кĕçĕн ывăлĕ Николай ялти шкулта учительте тăрăшать. Ылтăн туйри чи савăнăçлă та интереслĕ самант _ "çамрăк мăшăрсем" пĕр-пĕрне çĕрĕсем тăхăнтартни. Юлашкинчен Черновсем çулсем иртнĕ май та чун-чĕре ватăлманнине, кану çуртне бриллиант туя килме кăмăл пуррине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика