Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕсене манма çук

06 мая 2008 г.

Куллен тĕрлĕ ыйтупа темиçе çын та килет музея. Реферат, курс ĕçĕ е диплом çырнă чухне пулăшу ыйтакансем уйрăмах йышлă. Иртнĕ çулла Эстонирен отпуска яла таврăннă И.Захаровăпа тĕл пулса нумай ыйтăва сỹтсе яврăмăр. Ираида Витальевна хăйĕн кукашшĕн кун-çулĕпе çыхăннă документсене пухса пырать иккен. Унта 1930-1960-мĕш çулсенчи справкăсем, тĕрлĕ удостоверенисем питĕ нумай, вĕсемпе паллашма питех те интереслĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннисен списокĕнчи çынсен пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе хамăр та чылай ĕçлетпĕр-ха, И.Захарова илсе килнĕ хутсемпе паллашни пире пысăк пулăшу кỹчĕ. Вăрăмхăвара Курпун Михалине лайăх ас тăваççĕ. Çак çын çинчен эпир унăн мăнукĕ _ Ираида Витальевна тăрăшнипе пĕлтĕмĕр те. И.М.Горбунов _ пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисен участникĕ. 1920-1921 çулсенче Туркестанра басмачсене хирĕç кĕрешнĕ. Виçĕ çул ытла маляри чирĕпе чирлесе нушаланнă. Исаак Михайлович Горбунов 1893 çулхи çу уйă-хĕн 21-мĕшĕнче Вăрăмхăвара çуралнă. Ялти прихут шкулне вĕренсе пĕтерсен Елчĕкри икĕ класлă шкула çỹренĕ. 1907 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн-че пĕлỹ пухма пуçланă. Çак тапхăрта вăл К.В.Ивановпа, П.В.Пазухинпа темиçе хутчен те пĕрле ларса калаçнă. П.Пазухин Шупашкар енче ĕçленĕ пулин те К.Иванов патне час-часах пырса çỹренĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă пулнă. П.Пазухин сĕрме купăс калама ăста пулнăран пĕррехинче Исаак Михайлович пурăнакан пỹлĕме кĕрсе ларнă та, Хырла тăрăхĕнчи юрăсене юрласа пама ыйтнă. Каярах К.В.Ивановпа П.В.Пазухин çав юрă йĕркисене çырсах илнĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пулнă: Аслă çерем варринче те Аслă çерем варринче И яй-ю, и яй-ю Хĕр пухăнсан илемлĕ... Вăрăмхăва йĕкĕчĕ Шăмалак, Яманчỹрел ялĕсенче пулса унти юрă-кĕвĕсене те самаях вĕреннĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче таçти-таçти чăваш ачи пĕлỹ пухнă. Кашнийĕн хăйне евĕрлĕ калаçу, юрă-сăвă, çипуç... Исаак Михайлович Пăва енчи юрăсене юрласа чылайăшне тĕлĕнтернĕ. 1911 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 3 çул Сызрань уесне кĕрекен ялсенче ачасене вĕрентнĕ. 1914 çулта ăна çара илнĕ. 1916 çулта вăрçăра йывăр аманнă, унтан таврăнсан Кустанай хулинче ĕçлесе пурăннă. И.М.Горбунов 1925 çулта Яманчỹрелĕнчи шкулта ĕçлеме пуçланă, 1930 çулта Лаш Таяпари шкула куçнă. 3 çул ытларах Мускавра вĕрентнĕ, 1933 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Рункă шкулĕнче вăй хунă. И.М.Горбунова 1937 çулта репрессиленĕ, 1956 çулта _ реабилитациленĕ, вăл 1971 çулта çĕре кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика