Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Парксен маршĕ _ 2008" пырать

06 мая 2008 г.

Çут çанталăка упрас туртăм этемлĕхре мĕн ĕлĕк-авалтанах пуçланнă темелле. Вун тăххăрмĕш ĕмĕртен вара ку тĕлĕшпе наука енчен те тимлеме тытăннă. Çирĕммĕш ĕмĕрте, сăмахран, тĕрлĕрен статуслă сыхлакан çут çанталăк территорийĕсем тĕп çĕрсен 10 процентне ытла йышăннă. Çĕр чăмăрĕшĕн биосфера чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сыхлакан çут çанталăк территорийĕсем те этемлĕх пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. 1916 çулта Раççейре "Баргузинский" ятлă пĕрремĕш патшалăх заповедникĕ йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра çĕршывра заповедниксемпе наци паркĕсем темиçе те шутланаççĕ. Биосферăн тĕп элеменчĕ _ вăрман. Çĕр çинчи климат, чĕр чунсемпе ỹсен-тăрансен тĕнчи, шыв шăпах вăрмансенчен нумай килет. Раççее илес пулсан, çĕр çинчи пĕтĕм вăрмансен пиллĕкмĕш пайĕ шăпах кунта вырнаçнă, вĕсенчен çурри _ лăсăллă йывăçсен вăрманĕ. Çĕршыври вăрман фончĕн тата унта кĕмен вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 1178,6 миллион гектар. Çакă _ калама çук пысăк пуянлăх. 1995 çултанпа Раççейре çулсеренех парксен маршне ирттерме тытăннă. Унта çĕршыври заповедниксемпе наци паркĕсем пурте хутшăнаççĕ. Марш тĕллевĕ _ обществăна çут çанталăкпа хамăр пурăнакан тавралăха упрас ĕçе анлăрах явăçтарасси, агитаципе пропаганда ĕçне вăйлатасси. Парксен маршĕ вăхăтĕнче тĕрлĕрен экологи мероприяти-йĕсем нумай иртеççĕ, тематикăллă калаçусемпе выставкăсем, экологи десанчĕсем, ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелеççĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ парксен маршне 1996 çултанпа хутшăнать. Марш вăхăтĕнче пирĕн работниксем ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулсенче, ĕç коллективĕсенче пулаççĕ, калаçусемпе лекцисем ирттереççĕ. Библиотекăсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, çут çанталăк темипе çырнă литература выставкисене йĕркелетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика