Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕГЭ тăрăшса вĕренме хавхалантартăр

06 мая 2008 г.

Шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал вăл иртнĕ çулсенчен иртерех те пуçланать. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче выпускниксен пĕрремĕш тĕрĕслевĕ. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче çĕнĕлĕхсем те пур. Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ертỹçипе В.Катюковăпа тата В.Баймушкин методистпа вĕсемпе кăсăклантăмăр. _ Вера Петровна, чи малтанах 9-мĕш класс пĕтерекенсем пирки чарăнса тăрар пулĕ. Иртнĕ çул вĕсем пуçласа патшалăх пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ витĕр (ЕГЭ формипе) тухрĕç. Кăçал мĕнле улшăнусем пур? _ Районти 365 вĕренекен тăхăр класс пĕтерет кăçал. Вĕсен аттестат илме тăваттăран кая мар, анчах пиллĕкрен ытла мар экзамен тытмалла. Вĕсенчен иккĕшĕ _ вырăс чĕлхипе тата алгебрăпа çĕнĕлле, Раççейĕн Вĕрентỹпе наука сферинче тĕрĕслесе тăракан федераци служби çирĕплетнĕ тестсем тăрăх пулаççĕ. Экзаменри ĕçсене ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ территорири экзамен комиссийĕ тĕрĕслет. Унсăр пуçне физикăпа математика тата биологипе хими профиль класĕсене кĕрес текенсен физикăпа е биологипе çĕнĕ формăпа экзамен тытмалла. Вырăс чĕлхипе, чăваш чĕлхипе, алгебрăпа, физикăпа тата биологипе экзаменсене министерство çирĕплетнĕ пунктсенче ирттереççĕ. Пĕри _ Курнавăш, тепри Елчĕк шкулĕсенче. Халиччен вара тăххăрмĕшсем экзаменсене хăйсен шкулĕсенчех тытнă. Тепĕр çĕнĕлĕх: кăçал чăваш наци шкулĕсенче тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем чăваш чĕлхипе çĕнĕ формăпа экзамен тытмалла пулать, тутар чĕлхине вĕренекенсен, паллах, тутар чĕлхипе, тытмалла. Кашни ачан тест формиллĕ заданисем пулаççĕ. Енчен те ача, калăпăр, истори, географи, нимĕç чĕлхи предмечĕсене суйласа илет пулсан, вĕсемпе тăххăрмĕшсем йăлана кĕнĕ формăпах экзамен тытаççĕ. Е тата вĕренекен патшалăх экзаменĕнче чăваш чĕлхипе, вырăс чĕлхипе, алгебрăпа "2" паллă илсен, тепĕр хут ĕлĕкхи формăпах экзамен тыттараççĕ. Виçĕ предметпа та "2" паллă илекенсене тепĕр класа куçармаççĕ. Тăххăрмĕшсен экзаменĕсем чăваш чĕлхипе çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче, алгебрăпа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче, вырăс чĕлхипе çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче, физикăпа çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, биологипе çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртеççĕ. _ Экзаменсем мĕн вăхăта тăсăлаççĕ? _ Вырăс чĕлхипе, чăваш чĕлхипе, алгебрăпа тăватă сехет параççĕ пулсан, биологипе виçĕ сехет, физикăпа 2 сехет те 30 минут. Пĕлтĕр тестсене маларах илсе килнĕ пулсан, кăçал икĕ пункта та ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин представителĕ илсе килет. Экзамен вăхăтĕнче классенче 24-шар ача ларать. Ку ЕГЭ мар, пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ е экзаменĕ ятлă. Вун пĕрмĕшсен çеç ЕГЭ. Маларах каларăм ĕнтĕ, тăххăрмĕшсен ĕçĕсене районта, территори предмет комиссийĕсем тĕрĕслеççĕ. Çакна та каласа хăвармалла: енчен те ача хăйĕн паллипе е экзамен мĕнле ирттернипе килĕшмест пулсан, 3 кун хушшинче ятарлă комиссине апелляци пама пултарать. _ Владимир Михайлович, вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакансен ыйхи çĕтрĕ пулĕ. Вĕсен экзаменсем хăçан, мĕнле йĕркепе иртеççĕ? Çĕнĕлĕхсем кунта та пур-тăр? _ 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен аттестат илме пиллĕкрен кая мар, улттăран ытла мар экзамен тытмалла. ЕГЭ икĕ предметпа памалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа . Чăваш Республикинче тата вунă предметпа ЕГЭ кăна тытма юрать. Вĕсен шутĕнче _ физика, хими, биологи, географи, Раççей историйĕ, обществознани, виçĕ ют чĕлхе, информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем. Сăмах май каласа хăварам, ЕГЭ валли пĕр-пĕр предмета шкул хăй сĕнме пултараймасть, ку _ вĕренекенĕн ирĕкĕ. Физкультура, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем (ОБЖ), вырăс литератури, тĕнчери художество культури предметсемпе экзаменсем йăлана кĕнĕ йĕркепех пулаççĕ. Вун пĕрмĕшсен обязательнăй йĕркепе тата чăваш литературипе çыру ĕçĕ (сочинени) çырмалла. Çак йышăнăва çамрăк ăрăва тăван чĕлхене ытларах хисеплеме хăнăхтарас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсен кăтартăвĕсем тăрăх "иккĕ" паллă илсен кăçаллăха аттестат çине "виççĕ" лартса парассине сыхласа хăварнă-ха. Мĕншĕн тесен кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, çулталăк вĕçĕнче кăларнă паллăсене шута илеççĕ. Ытти предметран пĕринпе "иккĕ" илсен ятарласа çирĕплетнĕ хушма (резерв) кунра тепĕр хут экзамен тытма юрать. Кăçал ЕГЭ кăтартăвĕсемпе уйрăмлăх та пур. Иртнĕ çулхи ЕГЭ кăтартăвĕсемпе çав çул çеç вĕренме кĕме пултарнă пулсан, кăçал илекен свидетельствăсем пĕр çула çеç мар, çулталăк çурăна пыраççĕ. Апла пулсан кăçал вĕренме кĕрейменнисем çитес çул та çак свидетельствăпах тепĕр хут "тапаçланма" пултараççĕ. _ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен срокĕсем паллă ĕнтĕ? _ Паллах. Раççейĕн Вĕрентỹпе наука сферинче тĕрĕслесе тăракан федераци служби çирĕплетнĕ тăрăх Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çак тапхăрпа иртеççĕ: _ çу уйăхĕн 16-мĕшĕ _ ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç чĕлхисем), информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем (МКТ) _ Шупашкарта; _ çу уйăхĕн 19-мĕшĕ _ хими, обществознани _ Комсомольскинче; _ çу уйăхĕн 22-мĕшĕ _ Раççей историйĕ, физика _ Патăрьелĕнче; _ çу уйăхĕн 29-мĕшĕ _ вырăс чĕлхи _ Елчĕкре; _ çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ _ математика _ Елчĕкре. Хушма кунсем (хăйсенчен килмен сăлтава пула палăртнă вăхăтра экзамен парайманнисем валли): _ çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ _ вырăс чĕлхи, хими, физика, биологи, географи; _ çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ _ математика, литература, обществознани, Раççей историйĕ, ют чĕлхесем, информатика тата информаци_ коммуникаци технологийĕсем (ИКТ). _ Кăçал выпускниксенчен ылтăн е кĕмĕл медаль илекенсем пурах-тăр? _ 291 выпускникран медаль илме тивĕçлисем пур, паллах. Халиччен "5" паллăпа çеç вĕреннĕ ачасем ЕГЭре пĕр "4" илсен ылтăн медаль илме пултараççĕ, 3 предметпа "4" паллă илсен кĕмĕл медаль çеç. _ Вера Петровна, Владимир Михайлович, патшалăх экзаменĕсем умĕн вĕренекенсен те, ашшĕ-амăшĕсен те ыйтусем нумай сиксе тухаççĕ?... _ Çавăнпа та "хĕрỹ лини" ĕçлет те райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕнче. Пирĕн пата кирек мĕнле ыйтупа та 2-19-12 е 2-16-36 номерлĕ телефонсемпе çыхăнма пулать. ЕГЭ никама та хăратмалла мар, пачах тепĕр майлă, тăрăшса вĕренме хавхалантармалла. Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсене экзаменсенче ăнăçусем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика