Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх кĕрешỹре çуралать...

06 мая 2008 г.

Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Князевсем ĕлĕк-авалах ялта ятлă-сумлă пулнă. Вĕсем мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе пурăннă, йышлă ача-пăча çитĕнтернĕ, йывăр вăхăтра çĕршыва тăшманран хỹтĕленĕ. Вĕсенчен пĕри _ 1896 çулта çуралнă Василий Антонович Князев. Вăл граждан вăрçинче С.М.Буденный ертсе пынă Утлă çарта çапăçнă. Лаш Таяпари колхоз производствинче тăрăшнă. Крупская ячĕллĕ колхоз председателĕнче ăнăçлă ĕçленĕ, ял халăхĕ хушшинче хисепре пулнă. Çав вăхăтрах В.А.Князев "Колхоз ялавĕ" хаçатăн активлă ялкорĕ шутланнă. Ĕçе унăн результачĕ тăрăх хакламалла Акă, "Колхоз ялавĕн" 1939 çулхи 3-мĕш октябрьте тухнă номерĕнче ял совет председателĕ Сметанин хăйĕн пысăках мар статйинче ял çыннисем вырăнти Советсен депутачĕсене суйлас ĕçе активлă хутшăнни çинчен пĕлтерет. К.Воробьев, Тунгулов агитаторсем хастар иккен. Колхоз членĕсем Василий Князевпа Бикулов вара пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă _ патшалăха укçа тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем парас налога 100 процент парса татнă. Райхаçата малалла тишкерер-ха. 1941 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи номерте В.А.Князев председателĕн "Ĕçе унăн результачĕ тăрăх хакламалла" ятпа статья тухнă. Кунта Василий Антонович Н.К.Крупская ячĕпе хисепленсе тăракан Лаш Таяпари хуçалăхăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче, çав çулах, Князев председателĕн "Уборка ĕçĕн хăшпĕр итогĕсем" статйи кун курать. "Пирĕн колхоз 310 гектар çинчи ыраша 7 кунтах пухса илнĕ. 3 гектар çинче 91 центнер сĕлĕ, 4,5 гектар çинче 101 центнер пăрçа туса илни _ лайăх кăтарту. Кашни гектартан 100 пăт тырă туса илни питех те аван. Бригадăсем улттăшĕ те кĕрхи çĕртме тăваççĕ. 12 плугран пĕри те ĕçсĕр тăмасть _ пурте çĕр сухалаççĕ. Канаша патшалăха тырă леçес ĕçре 24 лаша, урапа кỹлнĕскерсем, вăй хураççĕ", _ çырнă вăл. 1941 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Князев председателĕн харăсах икĕ статья пичетленнĕ. Пĕринче вăл çĕр сухаласси вĕçленсе пынине пĕлтерет. Çак ĕçĕн 80 процентне пурнăçланă. 122 гектар сухаласа пăрахнă. Уйрăмах Сметанин ертсе пыракан трактористсен бригади маттур. Плугарьсенчен Иван Николаев ырă тĕслĕх кăтартать. 6 гектар вырăнне кулленех 10 гектар сухалать ĕçчен каччă. Çак 6-мĕш бригадăн кăтартăвĕсем ăмсануллă. Ыттисем 19-21-шер гектар сухалаççĕ пулсассăн, 6-мĕшсем _ 21 гектар. Çак номертех Василий Антонович "Çĕршывăн оборона фончĕ" статйинче Лаш Таяпа колхозĕ Оборона фондне ĕне леçни çинчен хыпарлать. Çавăн пекех 600 тенкĕ укçа, тĕш тырă пани, заем облигацийĕсем пурĕ 270 тенкĕлĕх çырăнни, паллах, фронтшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăшу. Ку вăл пĕтĕмпех _ колхозниксен вăй-халĕ. Ахальтен мар Князев председатель пухусенче час-часах çапла каланă: "Колхоз пурлăхĕ _ халăх ырлăхĕ". Çавăнпа та халĕ фронтовиксене анчах мар, тылра пилĕк авнисене те хисепе хуни _ питех те ырă пулăм, лайăх традици, вырăнлă япала. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче И.Ильин каллех Лаш Таяпа хуçалăхĕ фронта витĕмлĕ пулăшу пани çинчен евитлет. Çак номерте эпир Лаш Таяпа Тăван çĕршыва тырă парассине сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 100 процент пурнăçланине пĕлтĕмĕр. 1942 çул та колхозлă яла чылай йывăрлăхсем илсе килнĕ. Çав çулхи августăн 2-мĕшĕнче Князев председатель "Лайăх хатĕрлентĕмĕр _ лайăх пухса илер" статьяпа район, республика умне тухать. "Пите хĕретмелли сăлтав çук. Ырри вара _ пайтах. 30-мĕш июльте ыраш вырма тухнă. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ. 120 ача-пăча _ яслинче. Палăртнă вăхăтра _ 6 кунта ыраша, ытти культурăсене тата 10 кунта пуçтарса илесси иккĕлентермест. Çумăр хупăрласа килсен _ крытый токра ĕçлеме условисем пур. Йĕпе-сапана кĕтместпĕр _ кĕлтесене кунта малтанах тиесе килсе хурассине манмастпăр". Августăн 9-мĕшĕнчи номерте председатель "Перепашка тăваççĕ" заметкине кун çути кăтартнă. Çакăнта вăл колхозăн 12 плугĕ кĕрхи культурăсем акмалли çĕре тепĕр хут сухалани çинчен хыпарлать. Ỹркенмен Лаш Таяпасем, кăштах курăк шăтса тухнине кура йывăр ĕçе _ суха ĕçне тытăннă. Агитколлектив руководителĕпе _ А.Ефимовпа пĕрле Князев председатель августăн 27-мĕшĕнче те "Тырпулсене пĕр тăккаламасăр пухса кĕртессишĕн тăрăшмалла" ятпа статья кăларнă. Кунта кулленех 400-450-шар кĕлте вырса-çыхакан маттур колхозницăсем çинчен мăнаçланса çыраççĕ. Вĕсем _ Н.Николаева, С.Абдулкина, Х.Матвеева, И.Григорьева. 60 çул урлă каçнă И.Сметанин çĕрле хуралта тăрать, кăнтăрла кĕлте çыхать. П.Михеев колхозник та маттур. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Князевăн "Графика тултарсах пыратпăр" статйи пичетленнĕ, районти колхозниксене çине тăрса ĕçлеме хистенĕ. Выльăх-чĕрлĕхе те хĕл каçарма хатĕр ял çыннисем. Кун çинчен Ильин пĕлтерет. Район пурнăçĕнчи событисене Василий Антоновичăн октябрь уйăхĕнче тухнă хаçатри материалĕсенче куратпăр. Октябрĕн 4-мĕшĕнче тухнă хаçат чун-чĕрене çунатлантарса ярать. Василий Антоновича районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ, фермăсем _ хĕле хатĕр. Тупăш ỹснĕ. Сĕт, аш-какай туса илессипе, тĕш тырă тата ытти культурăсене çитĕнтерессипе кăтартусем ăмсанмалăх пур. Кирек кам та ăмсанĕ çакăн пек хастар председателе. Ирĕксĕрех халăхра çỹрекен каларăш аса килет: "Председателĕ мĕнле _ колхозĕ çапла". Патшалăха 1469 центнер тĕш тырă памалла пулсан, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Лаш Таяпасем 1060 центнер панă та ĕнтĕ. Николай Александрович Князев тимĕрçĕ те, Иван Иудович Сметанинпа Михаил Хрисанович Егоров та Хисеп хăми çине кĕни савăнтарчĕ. Чăнлăха хĕç витмен... Малта пыракан колхоза, унăн председательне кам ан кĕвĕçтĕр? Тахăшĕ "Отелло" историне аса илет. 3 талăк йĕтем çинче ĕçлеттернĕ ăйăра çăл шывĕ ĕçтерни сиенлĕ пулнине ял çынни кашниех чухлать. Анчах та сăтăрçăсем "Отеллона" пĕтереççĕ. Ăна Елчĕкри ветстанцин аслă врачĕ А.И.Улендеев ВДНХри "Улов" ăйăртан та çỹлерех шая хурса хакланă. Улендеев Мускавра килĕштернĕ ВДНХ "Уловĕ" Херсонри лаша завочĕн рысакĕ пулнă. Вăл 2400 метрлă дистанцие _ 3 минут та 9 çеккунтра, 3200 метрлă дистанцие 4 минут та 20 çеккунтра чупса тухать. Князевпа Улендеев Лаш Таяпана çитеççĕ те ăйăра Акатуйне валли хатĕрленĕ чухне чупнине ятарласа секундомерпа тĕрĕслеççĕ. Пулма пултараймасть! "Отелло" тата вичкĕнрех чупать! Малашне çак ăйăра _ ВДНХна илсе каймалла. Илтнĕ пулас тахăшĕ "Отелло" ВДНХна каясси çинчен. Вара сăтăрла ĕç тума кавар шухăш тытнă çак кĕвĕç чун. Малалла район хаçачĕсене вулама манăн халăм çук. Акă, темиçе хутчен те районти Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнă В.А.Князев председательтен тухнă иккен! Текех райхаçатра Князев председателĕн материалĕсем курăнмарĕç. 1943 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи хаçат халĕ председательте Князев вырăнне Лявин пулнине ĕнентерет. Ял Совет председателĕ _ Ильин (вăл райхаçат ялкорĕ иккен). Çывăх юлташ пулнă хайхи Бикулов _ парторг. Емельянов _ правлени членĕ. Баранов, Сметанин, Мижеров _ активистсем. Василий Антонович ăçта вара? Ниушлĕ тĕрмере е фронтра? Унăн ывăлĕ Николай Васильевич каласа пани аса килет _ чăнах та Пăвана лартса кайнă пулнă Василий Антоновича. Унта допрос тунă, ăйăр пирки айăпне хăй çине илме сĕннĕ. Анчах та буденновец парăнман. Вăл хăйĕн айăпне, çуккине кура, йышăнма килĕшмен. Хăйне С.М.Буденный çарне фронта яма ыйтнă. Пантелеймон Николаевич Князев _ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" пулма çуралнă харсăр та çăмăл ача _ тĕлĕрсе ларман. Сталин патне, Буденный патне çыру янă. Пĕтĕм ял-йыш алă пуснă çак çыру çине. Пурте Василий Антоновичăн нимĕнле айăп та çуккине ĕнентернĕ. Ытти _ каламасăрах паллă. Чăнлăха хĕç витмен! Çав вăхăтра Лаш Таяпасем пĕтĕм района, республикăна çапла чĕнсе калаççĕ: "Оккупацинче пулнă хуçалăхсене пулăшас". Çапла вара Лаш Таяпасем çийĕнчех чаплă ăйăрне те, пĕтĕм укçи-тенкине те, пỹлми-кĕлетĕнчи тыррисене те паян-ыран çур акине тухмаллине шута илмесĕрех, Канаша ăсатнă. Аслă Елчĕксем те, Петровка ялĕн колхозĕ те хастар хутшăннă çак ĕçе. Талăк хушшинче Елчĕкрен Канаша пĕр вакунлăх тырă килсе çитет. Ăна Лаш Таяпасем сĕннине шута илсе Курск облаçне яраççĕ, Мускав валли те хатĕрлеççĕ. Василий Антоновичăн килĕнчи тырри те йăлтах çавăнта кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика