Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла пуçланчĕ Берлиншăн пынă çапăçу

06 мая 2008 г.

1945 çул. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ. Г.Жуков маршал ертсе пынипе пирĕннисем фашистла Германи çарĕн пысăк ушкăнĕсене аркатса хăвăрттăн малалла каяççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Берлин çывăхнех пырса çитрĕмĕр. Каçхи çĕр сăнĕ çапсан пирĕн радиостанцине çыхăну начальникĕ Шидловский майор пырса кĕчĕ. _ Тепĕр çур сехетрен сирĕн фронтăн пĕрремĕш линине çитсе "сеть наведени" йĕркелемелле, сире унта кĕтсе илеççĕ, _ приказ пачĕ вăл. Унтан: _ Ăнăçу сунатăп, _ тесе сыв пуллашрĕ. "Сеть наведени" пирĕншĕн çĕнĕ мар. Вăрçă пуçланичченех класлă радистсем пулнă май, пире пысăк яваплă ĕçсем шанса паратчĕç. Вулакан "сеть наведени" мĕн иккенне ("наводить" сăмахран), тен, ăнланмасть те пулĕ. Пирĕн радиостанцин тĕп тĕллевĕ пĕр-пĕринпе çывăхра вырнаçнă пехота, танк тата авиаци дивизи-йĕсемпе радио çыхăнăвĕ йĕркелесси пулнă. Часах пирĕн ЗИС-42 гусеницăллă автомашина çине вырнаçтарнă радиостанци палăртнă вырăна çитсе çыхăну йĕркелерĕ. Çĕр тĕттĕм. Таврара шăп. Хутран-ситрен нимĕçсем ракета ярса малти вырăна сăнаççĕ, автоматран пени илтĕнкелет. Пĕр-икĕ сехет те иртрĕ. Сасартăк пĕр харăс вун-вун прожектор пĕлĕте çутатрĕç. "Мĕне пĕлтерет ку?" _ тĕлĕнетпĕр эпир. Пĕлĕтре самолетсем те çук, прожекторĕсем те хускалмаççĕ. Тепĕр минутран-и, прожекторсем пĕр харăс нимĕçсен çар оборони еннелле çаврăнчĕç. Мал енче кăнтăрлахи пек çутă. Фашистсем прожекторсен çутине хирĕç куçĕсене те уçса пăхаймаççĕ пулас. Çав самантрах шăплăха тупăсен сасси хупларĕ. Эпир радиостанци приемникĕ умне, яланхи пек пĕрер радист мар, иккĕн лартăмăр. Кăштахран, наушникре Морзе азбукипе паракан пирĕн позывной "пиклетрĕ". Ун хыççăн виçшер цифрăллă виçĕ ушкăн (группа) çырса илтĕм. Юнашар ларакан радист Коля Богданов ку цифрăсене код тăрăх предложенисене çавăрса хут çине çырать: "Прикрывайте наши войска на квадрате 319 (квадрат номерне халĕ тĕрĕсех астумастăп) от танков". Çырса пĕтерсенех телефонпа штаба пĕлтерчĕ. Эпĕ çав самантра радиограммăна илни çинчен пĕлтерсе, радиопередатчикăн вариометрне çавăрса тепĕр хум çине куçарса танк дивизийĕпе çыхăнатăп. Ирчченех çакăн пек хĕрỹ ĕç пычĕ. Пысăк киловатлă радиостанци ĕçлеме пуçласан нумай та вăхăт иртмерĕ, таврара миномет снарячĕсем çурăлма пуçларĕç. Нимĕçсен пеленгаторĕ пире шыраса тупрĕ пулас, эпир пĕр самантра лапама куçса ларса çыхăнăва малалла тăсрăмăр. Ирхинеччен радиостанцие тата икĕ вырăна куçарма тиврĕ. Ирхине пирĕн çарсем тăшманăн вăйлă çирĕплетнĕ оборонине татса чылай малалла кайрĕç пулас. Снаряд çурăлнă сасăсем хулленрех илтĕнме пуçларĕç, радиограммăсем те сахалланчĕç. Пирĕн корпус, Верховнăй Главнокомандованин резервĕнче пулнă май, каç кỹлĕм Берлин хулин çурçĕр хĕвел анăç енче вырнаçнă Финуф, Эберсвальде хулисем енне васкавлăн тухса кайма приказ илчĕ. Кайран çакна пĕлтĕмĕр: США командованийĕ Берлин хулине Совет Çарĕнчен маларах çитсе çавăрса илме планланă иккен, анчах ĕлкĕреймен. Ку хулана пур енчен те Совет Çарĕ пысăк хăвăртлăхпа çавăрса илни вĕсен планне пăснă. Халиччен тĕнче историйĕнче курман, пире тĕлĕнтернĕ вăрçă тактики Г.Жуков маршал пуçĕнче çеç çуралма пултарнă. Берлин хулине фашистсен çарĕсенчен тасатма хутшăннă совет салтакĕсене "За взятие Берлина" медальсем парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика