Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пъедестал çине хăпарнă

06 мая 2008 г.

Тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская 1981 çулта Испанири Валенсия хулинче иртнĕ спорт мелĕ-пе утассипе Тĕнче кубокĕнче çĕнтернĕ. Вăл чăваш спортсменĕсенчен спорт мелĕпе утассипе Тĕнче кубокĕнче пуçласа медаль çĕнсе илнĕ. Тĕнче кубокĕн лауреачĕсен йышĕнче пĕрремĕш вырăнта вара СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Елена Николаева тăрать. Трасса çинче финиша хăвăрт вĕçленипе кăна мар, Тĕнче кубокĕн стартне чăваш спортсменĕсенчен чи нумай _ 6 хутчен тухнипе те палăрнă вăл. 2004 çулта Наумбургра Е.Николаева ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Нимĕçсен çак хулине килнĕ чухне вăл тĕнчипе паллă спортсмен шутланнă _ Олимп вăййисен чемпионки, тĕнче чемпионки, Европа кубокĕн çĕнтерỹçи. Тĕнче кубокĕнче вăл 20 çухрăма утса кубок рекордне тунă _1 сехет те 27 минут та 24 çеккунт. Китай спортсменки Цзян Цзин 10 çеккунт, Испанин паллă спортсменки М.Васко нумайрах выляса янă. Наумбургри çĕнтерỹ пирĕн ентеше çăмăл килмен. Юлашки çĕр метрсене юлашки вăйпа утнă, Китай спортсменки ăна хăваласа çитесси инçе пулман. _ Юрать-ха сывă юлтăм, _ шỹтленĕ каярахпа Николаева. _ 2003 çулта Парижра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче çăмăлтарахчĕ, _ тенĕ вăл. Елена Николаева Шупашкарти турнира тĕп судьян заместителĕ пулса хутшăнать. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 2000 çулта иртнĕ Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреевшăн та Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕсем ăнăçлă пулнă. 1999 çулта вăл бронза, тепĕр виçĕ çултан кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Олимпиада Иванова 1997 çулта 10 çухрăмлă дистанцире Саранскри Ирина Станкинăна 7 çеккунт выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă. 2002 çулта вăл Итали спортсменкине Альфридие çеккунтăн темиçе пайне выляса ярса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 2006 çулта та пъедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. 2004 çултанпа Тĕнче кубо-кĕнче çамрăксем те ăмăртаççĕ. Çав çул Вера Соколова 10 çухрăмлă дистанцире çĕнтернĕ, тепĕр икĕ çултан та финиша пĕрремĕш çитнĕ. Александра Кудряшова тата Алексей Григорьев призерсен йышне кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика