Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке авторне _ награда

06 мая 2008 г.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче халăха çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа кăçал 160 çул çитнине халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Уява ЧР Президенчĕ Н.Федоров хутшăнчĕ. Республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем те йышлăн пулчĕç унта. Пирĕн районтан кайнă делегаци çĕнĕ ĕмĕтсемпе, çĕнĕ вăйпа хавхаланса таврăнчĕ уявран. Хамăр ентеш _ Г.Н.Волков академик та сăмах илчĕ пухура. И.Я.Яковлев ĕçне малалла тăсма, ун халалне асра тытма, вăл туса пĕтереймен ĕçсене туса пĕтерме ырă сунчĕ, пил пачĕ аслă ăсчах, халăх педагогикин "аслашшĕ". Уявра Иван Яковлевăн ятне, ĕçне пропагандăлас тĕлĕшпе палăрнисене наградăсем пачĕç. Çав сумлă наградăна пирĕн районтан Кивĕ Эйпеç шкулĕ, çав шкултах истори учителĕ пулса ĕçлекен А.Сусметов тивĕçрĕç. Вăл _ "Первый ученик патриарха" кĕнеке авторĕ. Кĕнекене кăларма пулăшнă Р.Федорова, Т.Сусметова вĕрентекенсем тата ыттисем те ырă ята тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика