Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карнавал йыхравларĕ

06 мая 2008 г.

Карнавал йыхравларĕ Çурхи тĕнче чĕрĕлет, чунсенче ырăлăх çуратать. Çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ умĕн район центрĕнчи Тĕп лапам капăрланчĕ. Çуркуннепе Ĕç уявĕнче вара вăл пысăк хулана _ Доброграда çаврăнчĕ. Кунта ачасен ыр кăмăллăх карнавалĕ _ "Ырă тата хаваслă çынсем валли карнавал" кашнинех хăйĕн патне йыхăрчĕ. Уява уçнă май, район пуçлăхĕ Н.Миллин пухăннисене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çывхарса килет. Ăна пĕтĕм çĕршывĕпех чаплă паллă тăваççĕ. Çавна май район пуçлăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникне, Мускаври Хĕрлĕ лапамри 1945 çулхи Çĕнтерỹ парадне хутшăннă Николай Тихонович Мальцева çăмăл автомашинăн çăра уççине пачĕ. Уява хутшăннисем ветерана алă çупса саламларĕç. Унтан карнавалăн тĕп паттăрĕсем _ пурте юратакан мульт-фильмсемпе юмахсен персонажĕсем ачасене Доброграда çул çỹреве чĕнчĕç. Кунта вĕсем Добрыня Никитичпа, Иванушка-Добрячокпа, клоунсемпе, Ырă тухтăр Айболитпа тата ытти паттăрсемпе паллашрĕç. Театр кăтартăвне, тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç ачасем. Çавăн пекех çăлтăр-ачасен ушкăнĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕ. Карусельпе ярăнни, фонтана уçни асра юлĕ. Конкурссемпе вăйăсене хутшăннисем кашниех жетонсем илчĕç _ вĕсене вара тутлă призсемпе, парнесемпе улăштарма май килчĕ. Уяв спонсорĕсем _ район администрацийĕ, 40-мĕш номерлĕ аптека, "Сыр пĕçерекен завод" УАО, Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ, "ЭлектроНикс" салон ачасен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшрĕç. Уяв вăхăтĕнче "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафонăн малтанхи итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, марафон пучкăхне 130 пин ытла тенкĕ пухăннă. Сăн ỹкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Миллин Н.Мальцева çăмăл автомашинăн çăра уççине парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика