Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕсем паллă

06 мая 2008 г.

Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ тата Чăваш наци конгресĕн Елчĕкри уйрăмĕ чăвашсен просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче тĕпчев ĕçĕсен конкурсне йĕркелерĕ. Унăн ячĕ _ "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă ентешсем". Тĕпчев ĕçне çыракансем йышлăн пулманни, чăваш чĕлхин учителĕсем ачасене конкурса хутшăнтарманни шухăша ярать, паллах. Акă, Елчĕкри, Таяпа Энтринчи шкул ачисем икшер ĕç тăратнă. Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăм, Çуткỹл, Шăмалак, Хăвăлçырма, Кивĕ Эйпеç, Патреккел шкулĕсем конкурса пачах хутшăнман. 15 тĕпчев ĕçне пăхса тухнă хыççăн чи лайăххисен йышне В.Носов (Вăрăмхăва), К.Васильева (Аслă Таяпа), О.Теренина (Лаш Таяпа) кĕнине палăртнă. Çĕнтерỹçĕсене кĕнекесем парса чыс тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика