Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен çутă çăлтăрĕ

30 апреля 2008 г.

Патреккелти культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа "И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах" ятлă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Çак уява хатĕрленсе ялти тата шкулти библиотекарьсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрни йĕркелерĕç. "Пирĕн патриарх" кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ, тĕрлĕ классенчи вĕренекенсем хушшинче "Пин-пин чĕлхен _ пин-пин телейĕ", "Чăваш чĕлхи: аваллăхран малашлăха" калаçусем пулчĕç, "Чăвашлăхăн çутă çăлтăрĕ" литература викторини иртрĕ. Литературăпа музыка каçĕнче тĕрлĕ класри ачасем Яковлев калавĕсемпе юмахĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартса пачĕç. Пĕрремĕш вырăна _ иккĕмĕшсем, 2-мĕшне _ пиллĕкмĕшсем, 3-мĕшне _ саккăрмĕшсем тухрĕç. Хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр вуласа Анастасия Павлова, Екатерина Лазарева, Эдуард Клементьев палăрчĕç. Викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс те тулли хурав панă вун пĕрмĕш класри Анна Маркова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак çул Иван Яковлевича халалланă ĕçсем пире кашнине ăслăрах, ырăрах пулма пулăшĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика