Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмасть

30 апреля 2008 г.

Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмасть Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕрлĕ сăлтавсене пула çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама каярах пикеннĕ, хĕрỹ тапхăрта тĕрлĕ чăрмавсемпе тĕл пулма тивнĕ пулин те, пулас тухăç никĕсне палăртнă вăхăтра хывса хăварма пултарни _ чи кирли. Çапла майпа кăçал ял хуçалăх предприятийĕнче тĕш тырă культурисене анчах 758 гектар акса хăварчĕç. _ Хĕрỹ вăхăтри ĕç-хĕл кал-кал пулса пынин вăрттăнлăхĕ _ вăтам сыпăкри ертсе пыракан специалистсем, механизаторсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланинче. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелеме май килни те пулăшрĕ, _ çирĕплетет хуçалăх ертỹçи Владимир Мешков. Акана хутшăнакан техникăна чăхăмламасăр, тухăçлă ĕçлеттерессишĕн Н.Светлов тĕп инженер мĕн тери пысăк тăрăшулăхпа тимлени çинчен механизаторсем хавхалануллă кăмăл-туйăмпа каласа кăтартаççĕ. Аслă Мăн кун хыççăн, тунти кун, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле пултăмăр. Уяв пулнине пăхмасăр, пурте хăйсен ĕç вырăнĕсенче. Иртнĕ çулсенче районти механизаторсем хушшинче пĕр хутчен çеç мар малтисен ретĕнче пулнă, чĕрĕк ĕмĕр хушши "хурçă ут" çỹретекен Владимир Долгов унчченхи Тăрнашур ялĕ çывăхĕнчи юлашки лаптăка БДТ-3 дисклă сỹрепе кăпкалатать. Сăмах май, çак тăрăхри лаптăк шурлăхлă вырăнта вырнаçнине пула час пиçсе çитеймест. Черетлĕ акара Александр Патшинпа иккĕшĕ, смена улăштарса, 510 гектар тĕш тырă акнă. Палăртнă лаптăксене, паллах, малтан хăйсемех сỹреленĕ, культиваци тунă. Пулас тухăç никĕсне хывса хăварассинче Владимир Майков, Иван Арбузов, Владимир Казначеев, Юрий Патшин, Геннадий Катин, Владимир Горшков, Виталий Егоркин, Николай Вастулов, Анатолий Патшин, Николай Чернов, Виталий Хушкин, Олег Патшин, Андрей Чернов, Юрий Печков механизаторсемпе водительсен, Владимир Филимонов сварщикăн, Александр Малов, Александр Овечкин слесарьсен те тỹпи пысăк. Уй-хирти ĕçе кал-кал йĕркелесе пырасси Валентина Филимонова заправщица _ склад заведующийĕнчен те нумай килнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн автопарк территорийĕнче вырнаçнă хăтлă столовăйĕнче пулса курма, апатланма кăмăллă. Надежда Майкова (аслă повар), Вера Адюкова, Лариса Райкова уй-хир ĕçченĕсене тараватлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ, тутлă апат сĕнеççĕ. Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика