Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предприяти аталанать

30 апреля 2008 г.

Александр Кудряшов ертсе пыракан "Чăвашьенкрахмал" предприятире хальхи вăхăтра темиçе цех ĕçлет. Кунта çĕр улмипе крахмалран тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Вĕсене пакетсене вырнаçтарса тĕрлĕ çĕре ăсатаççĕ. Çывăх вăхăтрах обой çыпăçтармалли клей, модифицированный крахмал туса кăларакан çĕнĕ линисем хута каймалла. Вĕсен технологийĕсене рабочисем малтан тĕплĕн алла илнĕ. Предприяти крахмал завочĕсенче усă куракан тĕрлĕ оборудовани туса кăларать: гидроциклон хатĕрĕсем, çĕр улми çăвакан тата вĕтетекен агрегатсем... Вĕсене пĕтĕмпех вырăнта, проект тунинчен пуçласа шăратса çыпăçтарассипе сăрласси таранах, тăваççĕ. Вырăнта ăсталанă агрегатсен ĕçлес шанчăклăхне, пахалăхне палăртас енĕпе ятарлă лаборатори ĕçлет. Мĕншĕн тесен предприяти хăйĕн оборудованине туянакансене техника чăрмавсăр ĕçлессе шантарать-çке. Елчĕкри "Чăвашьенкрахмал" ООО хăйĕн продукцийĕпе ют çĕршыв таранах тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика