Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи вăй _ çулталăка

25 апреля 2008 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе О.Карсаковпа пĕрле юн кун "Яманчурино" тата "Эмметево" хуçалăхсене çитсе куртăмăр, çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле хăвăртлăхпа пынипе кăсăклантăмăр. Çурхи кун кĕрхи куна тăрантарнине асра тытса ял хуçалăх предприятийĕсенче "çанă тавăрса" ĕçлеççĕ. "Яманчурино" ОООра пĕр эрне каяллах тĕш тырă культурисене пĕтĕм лаптăкра акса пĕтернĕ. Юрий Рахмуллин тĕп агроном çак таранччен чăрмавсăр, кал-кал пурнăçлама май килнĕ ĕç-хĕл çинчен кăмăлтан каласа кăтартрĕ. _ 20 гектар çинче элита репродукцири "Эстер" тулă сортне акса хăвартăмăр. Малашне пысăк тухăç шантаракан, çĕнĕ вăрлăхсемпе тата ытларах усă курма кирлине ăнланатпăр, _ тет уй-хир хуçи. Эпир кунта пынă вăхăтра Николай Краснов, Владимир Сергеев, Ильсур Сабитов, Радик Курмышев тата ытти механизаторсем Атăк-Çырми ялĕ çывăхĕнчи уйра пĕр çул ỹсекен курăксене юлашки гектарсем çинче акрĕç. Хĕрсе ĕçленĕ чухне вăхăт епле иртнине те сиссе юлма çук. Яманчỹрел ялĕ енчен урапа кỹлнĕ лаша çывхарни курăнчĕ. Зинаида Карсакова повар механизаторсене кăнтăрлахи апат çитерме килет. Лавçи _ Илья Васильев, тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр вăйĕ çитнĕ таран тăван хуçалăха пулăшать вăл. Черетри ĕç _ çĕр улми лартасси, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кукуруза акасси... "Эмметево" ОООри ĕç калăпăшĕ пысăк. Куç хăрать те алă тăвать. 1000 гектара яхăн лаптăкри тĕш тырă культурисене халĕ кунта юлашки гектарсем çинче акаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç алли çителĕклĕ пулни, механизаторсем хăйсен тивĕçне ăнланса пурнăçлани ĕçе кал-кал пурнăçлама май парать те ĕнтĕ. Пĕрремĕш уй-хир участокне Августина Лапшина ăнăçлă ертсе пырать, кирлĕ пулсан, хăй те сеялка хыçне тăрса акма тухма пултарать. Иккĕмĕш участокри ĕç-хĕле йĕркелеме Венарий Захарова шаннă. Тĕш тырă культурисене Геннадий Егоров тата Виталий Григорьев агрегачĕсем акаççĕ. Пĕрремĕш бригадăра пулса курнă май пире Алексей Яшин водительпе те паллашма тỹр килчĕ. Мĕн, тейĕр? Алексей Николаевич 75-ре, сăнĕпе ăна çак çула никам та парас çук, 60 çулта тесен килĕшме пулать. 55 çул автомашина рульне çирĕп тытать ватă. Галина Карсаковапа Татьяна Никифорова вăрлăх, удобрени тиенĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Кĕрхи культурăсене "Эмметево" ООО чухлĕ, 620 гектар, районти урăх нихăш хуçалăхра та акса хăварман. Кĕр тыррисен пĕтĕм лаптăкне сỹреленĕ, минераллă удобренипе апатлантарнă. Лаптăкăн ытларах пайне сăра пĕçернĕ çĕрте усă куракан элита репродукцири "Анабэль" урпа сорчĕ йышăнать. Апла пулсан, кĕр тыррисенчен пысăк тухăç алла илес шанăç пур. "Эмметево" ООО люцерна вăрлăхĕ туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çул вăл тухăçлă çитĕннине кура ăна сутнинчен ял хуçалăх предприятийĕ пысăк пайта курнă. Кăçал асăннă культурăна 50 гектар çинче акса хăварасшăн. Ял хуçалăх предприятийĕ "Кушелга" ОООн 200 гектар çĕрне арендăна илнĕ. Ăна та тухăçлă ĕçе кĕртме хатĕрленине палăртать Ю.Лапшин директор.  Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика