Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕ сỹнмĕ нихăçан

25 апреля 2008 г.

 Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта И.Яковлевпа А.Рекеев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Кăнна Кушки ывăлĕсем чăваш халăхне çутта кăларас тĕллевпе хавхаланса ĕçленĕ, туслашнă. А.Рекеев _ Иван Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ, чăвашсене христиан тĕнне алла илме пулăшаканĕ. Конференци ĕçне райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров, "Ритуал" ООО директорĕ Л.Григорьев, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, учитель-пенсионерсем хутшăнчĕç. Наукăпа практика конференцине шкул директорĕн çумĕ Р.Федорова уçрĕ, "И.Яковлевпа А.Рекеев _ чăваш халăхĕн паллă просветителĕсем" темăпа паллаштарчĕ. Истори учителĕ А.Сусметов А.Рекеев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, Кивĕ Эйпеçре ĕçлесе пурăнни, ăна кунтах, хальхи шкул картишĕнчех чиркỹпе юнашар 1932 çулта пытарни çинчен пĕлтерчĕ. "И.Яковлев _ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ" темăпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Федорова илемлĕ, ăнланмалла каласа пачĕ. Хальхи шкулта И.Яковлев йăли-йĕркисене мĕнле пурнăçласа пынине кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Зайцева уçса пачĕ. И.Яковлев Халалне этнопедагогикăра усă курни çинчен кĕçĕн классене вĕрентекен Е.Григорьева çутатрĕ. Юбилее халалласа шкулта вĕренекенсем паха материалсем пухрĕç. А.Сусметов "Первый ученик Патриарха" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Кĕнеке презентацийĕ те çỹллĕ шайра иртрĕ. Ăна анлăрах çутатса кăтартма хальхи çĕнĕ технологипе усă курса слайдсем кăтартни пулăшрĕ. Хальлĕхе кĕнеке пĕтĕмпех пичетленсе тухайман-ха, çавăнпа та Р.Федорова спонсорсем пулăшу аллине тăсса парасса шаннине пĕлтерчĕ. Конференцие чĕрĕлĕх кĕртсе шкул ачисен "Асамат кĕперĕ" тата учительсенчен йĕркеленĕ "Рябинушка" ушкăнсем хаваслă юрăсем шăрантарчĕç, шỹтлĕ калавсем вуларĕç, Яковлев хайлавĕсем тăрăх пĕчĕк сценкăсем кăтартрĕç. Кăнна Кушкин ывăлĕсем 160 çул тултарнине халалланă уяв интереслĕ иртрĕ. Шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă учитель-ветерансем Г.Теллинпа В.Яковлева та хутшăнчĕç. Вĕсем А.Рекеев вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Кивĕ Эйпеç шкулĕнче музей та пур. Паха материалсемпе паллашма пулать унта. И. Яковлевпа А.Рекеевăн асăну хăмине ăсталаса хунă, А.Рекеев вил тăприне çĕнетнĕ. Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый уява хутшăнакансене, ăна йĕркелесе ирттерекенсене тав турĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçусем сунчĕ. И.Яковлевпа А.Рекеев ячĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулса ĕмĕрех çутатса тăрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика