Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăлăх _ кĕнекерен

25 апреля 2008 г.

 Ака уйăхĕн 4-25-мĕшĕсенче пирĕн республикăра регионсем хушшинчи "Наци кĕнекинчен халăхсен килĕшĕвĕ патне" тăваттăмĕш фестивалĕ пычĕ. Унпа килĕшỹллĕн Сăрьелĕнче "Атăлçи халăхĕсен туслă çемйи" темăпа тутар кĕнекин кунĕ иртрĕ. Фестивале пуçарса яракансем (вăл 2002 çултанпа чăваш чĕлхин кунне халалласа пырать) _ Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе Чăваш наци музейĕ. Фестиваль районти тĕп библиотекăра уçăлчĕ. Унтан хăнасемпе районти библиотека ĕçченĕсем Сăрьелĕнчи тĕслĕх библиотекăна çул тытрĕç. Кунта фестивале хутшăнакансене Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, "Марс" хуçалăх ертỹçи М.Сайфутдинов, ял старости Ф.Идиатуллин, ялти хисеплĕ ватăсемпе культура ĕçченĕсем, ял çыннисем кĕтсе илчĕç. Ялти библиотекăна 2006 çулта тĕслĕх ятне пачĕç. И.Сунгатуллина заведующи 1981 çултанпа вăй хурать, хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. "Тĕслĕх библиотека уçăлнăранпа ял халăхĕ вулавăша çỹресси самаях ỹсрĕ", _ тет вăл. Библиотекăра "Тобою гордится держава, великий татарский народ" кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Кунтах тутар костюмĕсен выставкине курма кăмăллă пулчĕ. Тутар тĕррисем хăйне май илĕртỹллĕ. Фестивале райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова уçрĕ. Вăл районта тутар халăхĕн историпе культура пуянлăхне сыхласа хăварассишĕн мĕнле тăрăшни çинчен каласа пачĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый пурне те тутар кĕнекин кунĕ-уявĕ ячĕпе саламларĕ. Фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç: Чăваш наци библиотекин тĕп библиографĕ Т.Баймушкина, Чăваш наци библиотекин тĕп библиотекарĕ Н.Коновалова, "Вакыт" хаçат редакторĕ Г.Гиниатуллина, Раиса Сарпи поэтесса тата ыттисем. Çакна палăртма кăмăллă: тутар кĕнекин кунне халалласа парнесем нумай пулчĕç. Чи пахи, паллах, кĕнеке. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, "Чувашоргтехника" ОООн генеральнăй директорĕ Н.Хайруллин кĕнекесем туянма сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Сăрьелсем çеç мар, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи тутар ялĕсенчи библиотекăсем те вуншар çĕнĕ кĕнекеллĕ пулчĕç. Районти тĕп библиотека ертỹçи Л.Зайцева "Савнă тăван ялăм" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Фестивальте сăвă калакансен конкурсĕ уйрăмах чуна пычĕ. Шкул ачисемпе танах çитмĕл çултан иртнĕ ватăсем сăвăсем вуланине уйрăмах курса ларма кăмăллă. Акă, С.Давлетшина 11 ача çуратса ỹстернĕ. 65 çул мăшăрĕпе алла-аллăн тытăнса пурăнаççĕ. Сăвă вулакансен конкурсĕнче 85 çулхи хĕрарăм çĕнтернине зал ырласа йышăнчĕ. Сумлă ватăна район пуçлăхĕн ячĕпе Тав хучĕ, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин асăнмалăх парне парса чыс турĕç. З.Канфриева, М.Салахутдинова, С.Валеева, Р.Галимов юрри-сăввисем курса ларакансен кăмăлне çĕклерĕç. Раиса Сарпи поэтесса хăй çырнă сăввисене чун-чĕрене пырса тивмелле вуларĕ. Вăл Сăрьелсене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ А.Тимофеев та Ырă ĕçсен çулталăкĕнчен аякка пăрăнмарĕ, библиотекăн кĕнеке фондне пуянлатрĕ. Юлашкинчен Р.Харисов пенсионер И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ кун ячĕпе саламласа чăваш халăхне çутта кăларнă хаклă çын бюстне А.Александровăна парнелерĕ. Фестиваль тутар кухнин вăрт-тăнлăхĕсемпе паллашнипе, тутанса пăхнипе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика