Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водительсен кунĕ

22 апреля 2008 г.

Водительсен кунĕ Эрне кун районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ водительсен кунĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă. Водительсемпе инженерла-техникла работниксене çул-йĕр çинчи лару-тăрупа паллаштарасси, аварисĕр ĕçлекен водительсене чысласси кун йĕркинчи тĕп ыйтусем пулчĕç. ГИБДДн районти уйрăмĕн начальникĕ С.Краснов районти çул-йĕр çинчи лару-тăру, çулсем çинчи хăрушлăха сирсе ярас тĕлĕшпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем куллен туса ирттерекен ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартрĕ. Водитель ĕçĕ тỹрремĕнех çын пурнăçĕпе çыхăннă. Вăл самантлăха анчах хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен манса кайни, асăрханусăр пулни, ỹсĕрле руль умне ларса çул çине тухни пысăк инкексем патне илсе çитерме пултарнине пысăк ĕç стажĕллĕ, опытлă водительсем лайăх ăнланаççĕ. Анчах пытармалли çук, хальхи вăхăтра пуçĕсенче "çил вылякан" яш-кĕрĕм автомашина рулĕ умне ларнине час-часах асăрхама пулать. Вĕсем пĕр хăрамасăр, шикленмесĕр пысăк çулсем çине тухаççĕ, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Çул çинчи инкексен пысăк пайĕ вĕçкĕн çамрăксен айăпне пула килсе тухать. Уяв кунĕ пулнине пăхмасăр çак ыйтусене çивĕч çĕклерĕç водительсем. Çул çинчи аварисене пула çынсем вилнĕ, суранланнă тĕслĕхсем çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ çул Чăваш Республикин территорийĕнче çул-йĕр çинчи инкексене пурĕ 2227 тĕслĕх регистрациленĕ, вĕсенче 329 çын (виçĕм çулхинчен 15 процент ытларах) вилнĕ. Пирĕн районта иртнĕ çул 19 инкек пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 26 çын аманнă. Аварисене ытларах уйрăм çынсем тунă. Инкексен 89,5 проценчĕ, е 17 тĕслĕхĕ шăпах вĕсен айăп-не пула килсе тухнă. Çулсем çинчи йĕркелĕхе тата çирĕплетес тĕллевпе 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса кĕртнĕ улшăнусем саккунлă вăя кĕчĕç, вăл çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Асăннă кодексăн 12-мĕш пайне уйрăмах пысăк улшăнусем кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, транспортпа çỹреме ирĕк паракан удостоверенисене туртса илнĕ çын руль умне ларчĕ пулсан ăна 15 талăк таран административлă майпа арестлеççĕ. Асăннă йышши мерăпа усă курма юраман водительсене 5000 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Ỹсĕр тата транспорт хатĕрĕпе çỹремелли право çук е правасăр тăрса юлнă водитель руль умне ларсан вĕсене 15 талăка административлă майпа арестлеççĕ, е маларах каланă пек, 5000 тенкĕ штраф параççĕ. Йĕркене тепĕр хут пăссан 3 çуллăха транспорт хатĕрĕпе çỹремелли правасăр хăвараççĕ. Водитель ỹсĕр е ỹсĕр маррине ĕнентерме медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн те палăртнă вăхăта правасăр тăрса юлма пулать. Районти чи лайăх ĕçлекен водительсен пĕр ушкăнне Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн, район пуçлăхĕн Хисеп грмотисемпе чысларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ водительсен ячĕпе концерт кăтартрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика